Çĕрпÿсем производствăна аталантараççĕ

1 Чÿк, 2014

Кĕçнерни кун Çĕрпÿ районĕнчи Пысăк Чăрăш ялĕнче культурăпа библиотека аталанăвĕн центрне уçрĕç. Çуртне иртнĕ ĕмĕрте тунă, кĕске хушăра тĕпрен юсанă. Савăнăçлă уява Ямаш ял тăрăхĕнче пурăнакансем йышлă пуçтарăнчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Артамонов çурта çĕнетессишĕн центр ертÿçи Юрий Федоров нумай тăрăшнине палăртрĕ, учреждение купăс парнелерĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Чăваш бройлерĕ» АУО генеральнăй директорĕ Вадим Николаев - ноутбук, ЧР культура министрĕн çумĕ Татьяна Казакова 400 пин тенкĕлĕх свидетельство хутне пачĕç. ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин пай ертÿçи Евгения Гурьянова, РФ автоçул надзорĕн службин республикăри управленийĕн пуçлăхĕ Юрий Титов, районти ветерансен организацийĕн ертÿçи Юрий Егоров пухăннисене Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунĕн ячĕпе саламларĕç. Çуртăн икĕ пÿлĕмĕнче ФАП уçрĕç. Ăна çĕнĕ медоборудованипе тивĕçтернĕ.

Район аграрийĕсем Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунне Сăнав поселокĕнчи культура çуртĕнче паллă турĕç. Райадминистраци пуçлăхĕ С.Артамонов вĕсен кăçалхи 9 уйăхри ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ. «Ял хуçалăх организацийĕсем асăннă хушăра пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен 2,2 хут нумайрах тупăш илчĕç, - терĕ вăл. - Патшалăх хресченсене 58,5 млн тенкĕ парса пулăшрĕ. Вĕсен ĕç лайăх кайнипе пĕрлех шалу /кашни уйăхра 15794 тенкĕ/ ÿсрĕ. Ку республика аграрийĕсен вăтам шалăвĕнчен чылай пысăкрах».

Шăрăх çанталăк АПК умĕнчи тĕллевсене ăнăçлă пурнăçлама Çĕрпÿсене те чăрмантарнă. 848 гектар çинчи культурăсем типсе пĕтнĕ. Апла пулин те вĕсем 9 уйăхра ял хуçалăх производствине 13% ÿстернĕ. 45,7 пин тонна тырă пухса кĕртсе районсен хушшинче иккĕмĕш вырăна тухнă. Тухăç кашни гектартан вăтамран 23,7 центнер /республикăра - 22/. «Чăваш бройлерĕн» кăтартăвĕ - 32,8, Раççей Ял хуçалăх академийĕн Çĕрпÿ районĕнчи институчĕн - 32,7. Çĕр улми тухăçĕ республикăн вăтам кăтартăвĕнчен лайăхрах. 280-шар центнер пахча çимĕç пухса кĕртнĕ.

«Килес çул çĕртен тупăш ытларах илессишĕн кĕркуннех тăрăшрăмăр, - терĕ Сергей Артамонов. - Культурăсене 7 пин гектар /пĕлтĕрхинчен 2,5 пин гектар нумайрах/ акса тĕллеве 95,9% пурнăçларăмăр. «Авангард» обществăн «Çĕрпÿ беконĕ» филиалĕ, «Чăваш бройлерĕ», «Вурнарец», «Цивиль», «Гвардия» хуçалăхсем, А.В.Хорошавин ХФХ кĕрхисене акмалли плана тултарчĕç.

Мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсем выльăхпа кайăк-кĕшĕкрен аш пĕлтĕрхи чухлех, ял хуçалăх организацийĕсем кăштах ытларах илнĕ. Кашни 100 гектар çĕр пуçне ял хуçалăх продукцийĕ туса илессипе, мăйракаллă шултра выльăха самăртассипе кăтартăва лайăхлатнă. Ку енĕпе «Память Ульянова», «Цивиль», «ВДС» хуçалăхсенче аван ĕçлеççĕ.

Мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсенче сĕт иртнĕ çулхинчен сахалрах, ял хуçалăх организацийĕсенче 19% нумайрах сунă, «ВДС» - 33%, «Память Ульянова» - 5%, «Гвардия» тата «Колос» хуçалăхсенче 2-шер % ытларах туса илнĕ. «Шел те, асăннă тапхăрта килти хуçалăхсенче 679 ĕне катăлнăран продукци сахалрах сутаççĕ, - пĕлтерчĕ докладçă. - Ял хуçалăх организацийĕсенче мăйракаллă шултра выльăх - 24%, вăл шутра ĕне 19% хушăнни савăнтарать. Сысна кĕтĕвĕ кăштах пĕчĕкленнине «Çĕрпÿ беконĕ» аш нумайрах сутнипе ăнлантаратпăр. Пĕрлехи хуçалăхсенче кайăк-кĕшĕк йышланнă».

Иртнĕ виçĕ çулта «Богатырь», «Тиуши», «Спутник», «Дружба» хуçалăхсем, ытти колхоз-совхоз усă курнă, ку ĕмĕрте пушă выртнă вун-вун гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Техникăн 120 хатĕрне, уйрăммăн илсен кăçал «ВДС» - 29 млн, И.Н.Федоров ХФХ 17 млн, «Çĕрпÿ беконĕ» 12 млн тенкĕлĕх машина-трактор туяннă. Инвестицин 16 проектне пурнăçласа 60 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ.

Пĕтĕмлетсе çакна каламалла: районта ырă ĕç сахал мар. Çапла пахаларĕ ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов. Çакăнпа пĕрлех выльăхран продукци ытларах илес тĕллевпе çĕнĕ фермăсем тумаллине аса илтерчĕ. Отрасльте çитĕнÿ тунисене республикăпа район наградисене пачĕç.

Юрий МИХАЙЛОВ.

Николай ПОРФИРЬЕВ сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.