Чăх çăмарта тума пăрахмĕ

7 Чÿк, 2014

Чăх-чĕп усракансем аван пĕлеççĕ, кĕркуннепе чăхсем сахалрах çăмарта тăваççĕ. Нумайăшĕ хĕллехи вăхăтра та çăмарта илесси ан чактăр тесен мĕн тумаллине пĕлмест пулĕ.

Кайăк-кĕшĕкĕн çут çанталăкпа çыхăннă улшăнăвĕсене пĕлни, чăх-чĕпе тĕрĕс пăхни хĕллехи вăхăтра çăмарта илессине упраса хăварма май парать. Килти хуçалăхра çăмарта илессине ÿстерес тесен чăхсене тутлăхлă апатпа тĕрĕс тивĕçтермелле, çутă режимне улăштармалла.

Нумайăшĕ çăмарта илессине ÿстермешкĕн чăх-чĕп валли хатĕрленĕ ятарлă хутăшсем туянать, лайăх апатлантарать, анчах пурпĕрех чăхсем çăмарта сахал тăваççĕ. Çакă, тĕрĕссипе, кĕркуннехи-хĕллехи вăхăтра кайăк-кĕшĕке çутă çитменнипе çеç çыхăннă. Енчен те кĕркунне-хĕлле чăхсене çут çанталăкăн талăкри çутă вăхăчĕпе çеç усрасассăн темле лайăх çитерсессĕн те чăх сахал çăмарта тăвать е вуçех пăрахать, самăрăлса каять.

Çавăнпа чăхсене хушма çутă питĕ кирлĕ. Витере çутă хăвачĕ кайăк çăмăллăнах шыв, апат тупса çимелĕх пулмалла. Ку пĕр витере 60 вт ахаль пĕр лампочка çуннипе танлашать. Çапла майпа çутă вăхăтне вăрăмлатсан пĕр çамрăк чăхран кĕрхи-хĕллехи тапхăрта 90-100 çăмарта илме пулать. Çак вăхăтра пĕр чăх валли 13,5 кг апат тăкакланать.

Ахаль лампа энерги нумай пĕтерсе тăкаклă тесен энерги перекетлекен люминесцент лампипе усă курма пулать. Вĕсене халĕ хуçалăх лавккисенче туянма кăткăс мар. Чăх «канăва» кайнин тепĕр сăлтав та пур, апатра витаминсем çитмеççĕ. Анчах ăçтан тупмалла-ха кирлĕ витаминсене. Чăхсене чĕрĕ кăшман, кишĕр, кавăн, утă тураса памалла. Унсăр пуçне çăмарта тăвакан чăхсем валли ятарласа хатĕрленĕ витаминлă-минераллă хутăшсем туянни аван. Хутăшпа инструкцире кăтартнине тĕпе хурса усă курмалла. Тутлăхлă апата ытлашши çитерни те кайăкăн веществосен ылмашăвне пăсма пултарать. Ытлашши самăрăлнă чăх çăмарта сахал тăвать е пачах та пăрахать.

200 грамлă пĕр хутаç витаминлă-минераллă хутăша 40 кг тырă кĕрпипе хутăштарма юрать. Çакă пĕр чăхха виçĕ уйăх тăрантармалăх виçе çакă.

Çăмарта хуппи тумашкăн чăхха кальци нумай кирлĕ. Çавăнпа усă курнă çăмарта хуппине кăларса пăрахма ан васкăр. Типĕтĕр те вĕтетĕр, ытти апатпа хутăштарса чăхсене парăр. Çавăн пекех шăмă çăнăхĕ çитерни те аван. Ăна килте те хатĕрлеме пулать. Апатран юлнă шăмăсене пуçтарса пырăр, лайăх тасатăр, типĕтĕр. Пĕр килограма яхăн пуçтарăнсан шăмăсене лайăх хĕртсе илмелле. Кăмака хутнă хыççăн пысăк шăмăсене кăвар çинех, вĕтĕреххисене чукун çатма çине хурса шăмăсене кăвакрах тĕс çапиччен хĕртмелле. Унтан сивĕтмелле те /çирĕп хăмаран майлаштарса килĕ пекки ăсталма пулать/ тукмакпа тÿмелле. Лайăх вĕтетнĕ шăмă «кĕрпине» ытти апатпа хутăш памалла.

Чăхсене уçă сывлăша кăларни те пĕлтерĕшлĕ. Витере шыв çителĕклĕ пулмалла, айсарăмне 10-20 кунра пĕрре улăштармалла. Апат валашкине, шыв савăтне вараланнăçемĕн тасатсах тăмалла. Ирĕкре температура -12 градусран сивĕрех пулсан чăхсене кăнтăрлахи ăшăра çеç витерен кăларса уçăлтармалла. Каç пулттипе витене кĕртмелле те электричество лампи çутмалла. Çут çанталăк çутипе искусствăлла çутăн пĕрлехи вăхăчĕ 12-14 сехете яхăн пулмалла. Кунĕн-çĕрĕн çутă тăратсан чăхсем кунпа çĕре пăтраштарма пуçлаççĕ, çăмарта тума пăрахаççĕ çеç мар, чирлемех тытăнаççĕ.

Чăхсем пурăнакан вите Ç12 градусран уçăрах ан пултăр. Сивĕре чăх çăмарта сахал тăвать. Вите ăшă пултăр тесен ăна лайăх питĕлемелле. Чÿречене икĕ хут лартмалла, алăка брезентпа е кивĕ утиялпа сăрмалла. Çак условисене пăхăнсан чăх хĕлле те çăмарта çитерсе савăнтарĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.