Чăх-чĕп фабрикин цехĕ хупăнать

19 Авăн, 2018

Шупашкар районĕнчи Тутаркасси ял тăрăхĕнче вырнаçнă «Акашевская» чăх-чĕп фабрики пусса тирпейлекен цеха хупать — пĕлтерет Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви. Хăй вăхăтĕнче фабрика республика харпăрлăхĕнчи çĕр лаптăкĕсене тата производство обћекчĕсене туянса чăх-чĕп ĕрчетме тытăннă, производство хăватне ÿстерсех пынă. 2017 çулта 7,3 пин тонна аш-какай туса илнĕ, ку вăл 2016 çулхипе танлаштарсан 106% нумайрах. Кăçалхи 8 уйăхри кăтарту вара 7,9 пин тоннăпа танлашнă. Кăçалхи январь уйăхĕн пуçламăшĕнче фабрикăри витесенче 440,9 пин пуç чăх-чĕп шутланнă пулсан, сентябрь уйăхĕ тĕлне унта нимĕн те хăварман.
Кăçал фабрика чĕрĕ виçепе 11 пин тонна чăх-чĕп какайĕ туса илме тĕллевлет. Çавна май производство обћекчĕсене реконструкциленĕ, 28 чăх-чĕп витине çĕнетнĕ. Хальхи вăхăтра 2 витере юсав ĕçĕсем пыраççĕ, вĕсене декабрь вĕçĕнче хута яма палăртнă.
Фабрика ертÿлĕхĕ чăх-чĕпе пусса тирпейлес ĕçе сентябрь уйăхĕнчен тытăнса кÿршĕ регионта — Мари Республикинче — пурнăçлама йышăннă. Унта сехетре 6 пин чăх-чĕпе пусса тирпейлеме май паракан цех хута каймалла, çав сăлтавпах августăн 31-мĕшĕччен кунти витесене кайăк-кĕшĕкрен тасатнă. Халĕ кунта производство обћекчĕсене дезинфекцилеççĕ.
«Акашевская» пĕрлешĕвĕн директорĕ Д.И.Пиржанов каланă тăрăх, чăх-чĕпе пусса тирпейлекен цехра 75 çын вăй хунă, вĕсене халь уçăлакан цехсене куçма сĕннĕ. Анчах унпа килĕшсе 39 çын кăна заявлени çырнă. Çавна май фабрика ертÿлĕхĕ ĕçлекенсене шыраса районти Ĕçпе тивĕçтерекен центра тухнă. Паянхи кун 12 çын çĕнĕ цехсене ĕçе вырнаçма кăмăл тунă. Фабрика «Чăваш бройлерĕ» пĕрлешĕвĕн ĕç çухатнă çыннисене те илме хатĕр.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.