Чăх туянтăм… васкаса

5 Утă, 2018

Çуркунне пасарта çăмарта тăвакан чăхсем туянтăм. Сутуçи 9-10 уйăхрисем тенĕччĕ, анчах киле çитсенех кÿршĕ хĕрарăмĕ кулянтарса ÿкерчĕ: чăхсем пĕр çулталтан та аслăрах пулнă иккен. Чăх туяннă чухне мĕнле уйрăмлăхсене шута илмелле-ши?
Сергей САМСОНОВ.
Куславкка районĕ.
Вылакан ыйтăвне чăх-чĕп сутакан Валерий КАЛИНИН хуравлать.
— 20-26 эрнерисене туянсан аванрах. Çак тапхăрта чăхсем çитĕнсе çитеççĕ, çăмарта тума тытăнаççĕ. Çăмарта тăвакан чăх мăнтăр та, начар та ан пултăр, унăн вăтам виçи 1,2-1,5 килограмм таймалла. Çамрăк чăхсем таса та тирпейлĕ, тĕкĕ яка та çутă. Тĕк тăкăнать е кучĕ çаралнă тăк вăл ватă шутланать. Тĕкĕ вараланчăк тăк вăл вар-хырăм чирĕпе аптăрать. Ун пек чухне вĕсем начарланаççĕ, çăмарта сахал тăваççĕ. Чăх ÿчĕ çутă хĕрлĕ пулмалла, тăртăнса тăмалла. Ватă е чирлĕ чăхăн ÿчĕ саралма пуçлать, тирĕ усăнчăк. Пуçне лайăх сăнăр. Ун кикирикĕ хĕрлĕ те тÿрĕ пулмалла. Çакна та шута илмелле: чăх пĕрмай тĕттĕм вырăнта тăрсан ун кикирикĕ шуралать. Ирĕкре вăл йĕркене кĕретех. Хăлха хупанкисемпе алкисем кăвакрах тăк чăх чирлĕ пулнине палăртать. Ун куçĕсем çутă та чĕрĕ пуччăр. Сăмси типĕ пулмалла. Чăх ялан ларать е пуçне усать тăк — чирлĕ е ватă. «Чĕрĕ» чăх пĕрмай ура çинче тăрать, тем шырать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.