Чăваш ачисем Пĕтĕм тĕнчери конкурсра çĕнтернĕ

18 Раштав, 2018

Шупашкарти ача-пăча тата çамрăксен пултарулăх керменĕнчи «Кванториум» технопарк команди Пĕтĕм тĕнчери инженери конкурсĕнче çĕнтернĕ. Çак хисепе тивĕçме ачасен чылай тар тăкма тивнĕ. Вĕсем микроблă, топливăллă элементăн /МТЭ/ модельне шухăшласа кăларнă.

Çичĕ çынран тăракан наноквантум команди МТЭ моделĕпе çыхăннă тĕрлĕ аспектсемпе çур çула яхăн паллашнă, вĕреннĕ. Çак ĕçе Леонид Степанов вĕрентекен ертсе пынă. Тăрăшни сая кайман — вĕсем çĕнтернĕ.

— Командăри темиçе ача пĕр çулталăк ытла тăрăшнă пулсан хăшĕ-пĕри тин кăна хутшăннă. Конкурсра пурнăçланă ĕç пирĕншĕн çĕнĕлĕх марччĕ. Çапах йывăртарахчĕ. Эпир кашнин мĕн тумаллине хамăр хушăра хăвăрт кăна пайларăмăр. Пирĕн командăра физиксемпе математиксем, икĕ биолог, айтишник пулчĕç. Çавăнпа палăртнă МТЭ модельне пуçтарайтăмăр, — каласа кăтартнă командăри 9-мĕш класра вĕренекен Савва Марин.

Елена ЛУКИНА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Теги: 

Комментари хушас