Чăваш ачисем те пур

23 Кăрлач, 2020

Кăрлач уйăхĕн 23-26-мĕшĕсенче Красноярск хулинче ирĕклĕ майпа тата хĕрарăмсен кĕрешĕвĕн пĕтĕм тĕнчери турнирĕ иртет.

СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Иван Ярыгин ячĕллĕ Спорт Керменĕн кавирĕ çинче 14 çĕршыври 400-е яхăн спортсмен наградăсемшĕн тупăшĕç.

Раççей пĕрлешÿллĕ командинче пирĕн ентешсем те пур — Артур Бадтиев, Алена Тимофеева, Мария Кузнецова тата Вероника Чумикова. Вĕсем пурте ирĕклĕ кĕрешÿ шкулĕнче вĕренеççĕ, хăйсен ăсталăхне туптаççĕ.

www.hypar.ru

Татьяна ИШМУРАТОВА. Сap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас