Чăваш чĕлхи кунĕ "Хыпар" издательство çурчĕшĕн уявран та уяв

25 Ака, 2018

Чăваш чĕлхи кунĕ пирĕншĕн, чăваш хаçатĕнче ĕçлекенсемшĕн, пысăкран та пысăк уяв. Чăваш чĕлхи - пирĕн ĕç хатĕрĕ çеç те мар. Ĕçтешĕмĕрсем чăнласа та шÿтлесе калашле, "чăваш чĕлхи - пире çăкăр çитерекенĕ" те.

Пĕлтерÿ пама, хаçат çырăнма тата илме килен-каяна паян "Хыпар" издательство çурчĕн коммерци пайĕнче тăрăшакансем хамăрăн логотиплă чăвашла футболкăсене тăханса кĕтсе илеççĕ. Издательство çурчĕн "Çамрăксен хаçачĕн" журналисчĕсем ĕçе уява килнĕ пек çитрĕç. Капăр шÿлкеме çакрĕç, хăйсемшĕн "питĕ паха та пĕлтерĕшлĕ футболка" тăхăнчĕç.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас