Чăваш чĕлхине дистанци мелĕпе вĕрентессине тишкернĕ

16 Ака, 2020

Паян Шупашкарта тăван (чӑваш чӗлхи) вӗрентекенсен конференцийӗ иртнĕ. Унта  хулари шкул ачисене чăваш чĕлхи урокĕсене дистанци мелӗпе ирттерес ыйтăва сÿтсе явнă.

Конференцире Чăваш Республикин Вĕренÿ институчĕн этнокультура вĕрентĕвĕн кафедрин доценчĕ, филологи наукисен кандидачĕ Анна Егорова, Шупашкарти 19-мĕш вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Роза Мазикова, 62-мĕш шкулти чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Людмила Николаева тухса калаçнă.

Конференцие Шупашкар хулинчи «Вĕрентÿ мониторингĕн тата аталанăвĕн центрĕ» учреждени йĕркеленĕ. 

www.hypar.ru

Вера ТИТОВА. Роза МАЗИКОВА архивĕнчи сăн ÿкерчĕксем.
 

Рубрика: 

Комментари хушас