Чăваш Ен хăнасене яланах тарават

Сăмсана кăтăклакан апат шăрши Атăл тăрăх таçта çити сарăлнă. Шупашкарăн 550 çулхи юбилейне уявлама пухăннă халăха Анне палăкĕ патне илĕртсе йыхравлать…

Кунта паян «Хăнасене тарават Чăваш Ен» фестиваль уçăлчĕ. Уява пухăннисене, фестивале хутшăнса ăсталăхне кăтартас тĕллевлисене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Кубăран килнĕ сумлă хăнасем саламларĕç, ăнăçу сунчĕç.

Фестиваль уçăлчĕ. Хамăр тăрăхри, Тюмень, Пермь облаçĕсенчен, Пушкăртран, Саха-Якутирен, Мускав, Питĕр хулисенчен, ытти регионтан килнĕ 30 ытла командв, общество апатланăвĕн организацийĕсен представителĕсем, ĕçе пикенчĕç. Вĕсен тĕллевĕ - Шупашкар çыннисене чăваш апачĕ хатĕрлесе тĕлĕнтересси. Уйрăмах кăсăкли кунта — какай шÿрпи пĕçерекенсен тупăшăвĕ. Техĕмлĕ яшкапа кайран уява килнисене те сăйларĕç. Çавăн пекех фестиваль хăнисем хăйсем те чăваш халăх апачĕсене пĕçерме вĕренчĕç. Çак тĕллевпе ятарлă ăсталăх-класĕсем йĕркеленĕ.

Фестивале курма килнисем тĕрлĕ конкурс-тупăшăва хутшăнса парнесем çĕнсе илме те пултарчĕç. Тĕрлĕ курав, сувенирсемпе сутă тăвакан лавккасем ĕçлерĕç. Республикăри пултарулăх ушкăнĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас