Чăваш Ен ишевçисем медальсем çĕнсе илнĕ

20 Пуш, 2018

Федерацин Атăлçи округĕн шайĕнчи шывра ишекенсен ăмăртăвĕ пушăн 12-15-мĕшĕсенче Пензăра иртнĕ. Тупăшăва 14 регионти 700 яш-хĕр хутшăннă. Пирĕн республика чысне 40 ытла спортсмен хÿтĕленĕ.

Олимп резервĕсен 9-мĕш спорт шкулĕн вĕренекенĕсем икĕ кĕмĕл тата 12 бронза медальсем çĕнсе илнĕ. Алла шывран кăлармасăр ишес енĕпе — Дарья Родина /«кĕмĕл»/, комплекслă тата икĕ алăпа харăс авăсса, çурăм çинче ишес енĕпе Арина Кошкина /«бронза»/ палăрса Чăваш Енĕн рекордне çĕнетнĕ. Ирĕклĕ ишсе тупăшассинче Олеся Моисеева, Ксения Давыдова, Татьяна Устимова /«бронза»/ мала тухнă. Мария Шабалинăн — «бронза», Алексей Ахметзянов шывра ишсе спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă.

Олимп резервĕсен Шупашкарти училищинче ăсталăхне туптакан Никита Кайнов 100 метра 51,27 çеккунтра ишсе тухса — «бронзăна», 50 метра 22,97 çеккунтра çитсе «ылтăна» тивĕçнĕ.

Çамрăк çĕнтерÿçĕсем ака уйăхĕн 20-25-мĕшĕсенче Мускавра тата Саранскра иртекен Пĕтĕм Раççейри ăмăртусене хутшăнĕç.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас