Чăваш Ен парламенчĕ - 25 çулта

21 Çĕртме, 2019

2019 çул Чăваш Ен парламенчĕшĕн - пĕлтерĕшлĕ çулталăк. Чăваш Республикин Патшалăх Канашне туса хунăранпа 25 çул çитрĕ. Парламент суйлавçăсен интересĕсене тĕпе хурса 1994 çулта ĕçлеме пуçланă. Унтанпа депутатсем халăх ырлăхне ÿстерме пулăшакан пин ытла саккун йышăннă. Малашне те вĕсем çак тĕллеве тĕпе хурса тăрăшĕç.

Чăваш халăх историйĕнчи паллă çак пулăма халалласа паян Ухсай Яккăвĕн культура керменĕче савăнăçлă пуху иртрĕ. Уява республикăн влаç органĕсен представителĕсем, депутатсем, парламент ĕçĕн ветеранĕсем, Киров, Самар, Чулхула, Иваново облаçĕнчен, Мордва Республикинчен килнĕ хăнасем, ыттисем хутшăнчĕç.

Уява пухăннисене ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, РФ Патшалăх Думин депутачĕ, ЧР пĕрремĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валентин Шурчанов, ыттисем саламларĕç. Уявра çавăн пекех ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунисем, тĕрле конкурс çĕнтерÿçисем наградăсене тивĕçрĕç.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас