Чăваш Ен представителĕсем В. Путинăн Тав çырăвне тивĕçнĕ

10 Ака, 2018

2017 çулта Сочире Пĕтĕм тĕнчери çамрăксемпе студентсен 19 фестивалĕ иртнĕ. Ăна йĕркелесе ирттерес ĕçе пысăк тÿпе хывнисене Раççей Президенчĕ Тав çырăвĕпе чысланă. Ăна тивĕçнисен ушкăнĕнче Чăваш Ен представителĕсем те пур: Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерствин çамрăксен политикин управленийĕн пуçлăхĕ Анна Головина тата Республика вĕрентÿ институчĕн ректорĕ Юрий Исаев.

Çĕршыв ертÿçи алă пуснă наградăна вĕсене ЧР Правительство çуртĕнче эрнесерен пулакан канашлура Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев панă.

Аса илтеретпĕр: асăннă фестивале пирĕн тăрăхран 125 çын хутшăннă. Волонтерсем те йышлăн кайнă: 60 çамрăк. Чăваш Республики регионсен куравĕнче хăйсен экспозицине хăтланă.

 

Рубрика: 

Комментари хушас