Чăваш Ен Пуçлăхĕ çĕнĕ прокурорпа паллаштарнă

26 Çĕртме, 2017

Ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен черетлĕ паянхи канашлу Республика кунне халалласа ирттернĕ мероприятисене пĕтĕмлетнинчен пуçланчĕ. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ.

ЧР вице-премьерĕ — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин тата культура министрĕ Константин Яковлев малтан палăртнă мероприятисем пурте йĕркеллĕ, чылайăшĕ вара çÿллĕ шайра иртнине, унта хутшăнакансем те, курма пынисем те кăмăллă юлнине пĕлтерчĕç. Михаил Игнатьев Пăрачкавсем те уява лайăх хатĕрленнине каларĕ, çапах халĕ мĕн тунипе çеç çырлахса лармалла маррине, малаллах ăнтăлмаллине аса илтерчĕ. Вăл мероприятисене йĕркелесе ирттерме хутшăннисене пурне те тав сăмахĕ каларĕ.

Канашлура Михаил Игнатьев республикăн çĕнĕ прокурорĕпе Василий Пословскипе паллаштарчĕ. Ăна çак должноçа Раççей Президенчĕн кăçалхи çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче кăларнă указĕпе çирĕплетнĕ. Михаил Васильевич çĕнĕ прокурора йĕркеллĕ ĕçлеме ăнăçу сунчĕ.

Канашлура ытти ыйтăва та сÿтсе яврĕç.

 

 

Комментари хушас