Чăваш Ен студенчĕсем «Мĕн? Ăçта? Хăçан?» ăс-хакăл олимпиадине хутшăнĕç

25 Кăрлач, 2019

Чăваш Ен студенчĕсем федерацин Атăлçи округĕнче «Мĕн? Ăçта? Хăçан?» ăс-хакăл олимпиадине хутшăнĕç.

Чăваш наци библиотенкиче иртнĕ регион тапхăрне 6 аслă шкулпа 16 техникум команди хутшăннă. Пĕтĕмпе — 180 çын. Вăйă пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх — И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУпа И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн пĕрлештернĕ команди мала тухнă. Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕн «Ярославна ачисем» ушкăнĕ иккĕмĕш вырăн йышăннă. Мускаври политехника университечĕн Шупашкарти филиалĕнче вĕренекенĕсен команди ЧППУн «Кассиопея» ушкăнĕпе виççĕмĕш вырăн пайланă.

Аса илтерер, «Федерацин Атăлçи округĕн студенчĕсемпе шкул ачисен ăс-хакăл олимпиади — «Федерацин Атăлçи округĕн çĕнĕ общество проекчĕ» конкурс çĕнтерÿçи. Кăçал вăл пуш уйăхĕн 22-23-мĕшĕсенче Саранскра иртĕ.

www.hypar.ru

Ольга КАЛИТОВА.
 

 

Рубрика: 

Комментари хушас