«Чăваш Ене мухтаса» фестиваль иртĕ

15 Нарăс, 2019

Регионсен хушшинчи «Чăваш Ене мухтаса» II фестиваль Чăваш Енри Халăхсен туслăх çуртĕнче иртĕ.

Чăваш наци конгресĕпе Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен интститучĕн пĕрлехи проектне чăваш халăх поэчĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа — 120 çул, республикăн тĕп хули йĕркеленнĕренпе 550 çул çитнине халалланă. Культура проекчĕ культурăпа искусство тытăмĕнче çĕнĕ ятсене уçма май парĕ. Фестиваль-конкурсра Чăваш Ене халалланă хайлавсем янăрĕç, Çеçпĕл Мишши пултарулăхĕпе паллашма май пулĕ. Сцена çинче чăваш, вырăс тата ытти халăх чĕлхи янăрĕ.

Фестиваль нарăсăн 16-мĕшĕнче 9 сехетре уçăлĕ. «Литература вулавĕ», «Музыка искусстви» номинацисенче мала тухнисем гала-концерта хутшăнĕç.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас