Чăваш Енре информаци технологийĕсем аталанаççĕ

15 Пуш, 2019

Паян ЧР Правительство çуртĕнче Чăваш Енри ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх управленийĕн органĕсен ĕç-хĕлне информаци технологийĕсене кĕртессине сÿтсе яврĕç. Канашлăва ЧР информполитика министрĕ Михаил Анисимов ертсе пычĕ.

Контроль-надзор тытăмĕнче информаци системине вăя кĕртни пирки ЧР экономика аталанăвĕн министерствин патшалăх управленийĕн пуçлăхĕ Мария Зайнетдинова каласа кăтартрĕ. Контрольпе надзор ĕç-хĕлне автоматизацилемелли реформăна виçĕ çул каялла пуçарнă. Хальхи вăхăтра надзор ĕçне пурнăçлакан 13 органа системăна кĕртнĕ, вĕсем 33 тĕрлĕ контроль тĕсĕпе усă курма пултараççĕ.

Чăваш Енре федерацин 2009-2018 çулсенче телерадиохыпарлава аталантармалли тĕллевлĕ программа пурнăçланать. Проект ĕçĕ-хĕлĕпе ЧР информполитика министрĕ Михаил Анисимов паллаштарчĕ. Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнчен республикăра аналог эфир хыпарлавĕ ĕçлеме чарăнать. Кабель е спутник хыпарлавĕн зонине лекменнисен ятарлă оборудовани туянма тивет. Çав хатĕр пулăшнипе 20 канал тÿлевсĕр пăхма май пулĕ.

Çав вăхăтрах, министр пĕлтернĕ тăрăх, республикăра сигнал çитеймен ялсем те пур. Ун пеккисем — 83. Çак ялсенче пурăнакансен телевизор курас тесен ятарлă хатĕр туянма тивет. Вара спутник хыпарлавĕн организацийĕсем вĕсене те 20 каналпа тÿлевсĕр тивĕçтерĕç. Çавăн пекех, министр палăртнă тăрăх, çав хатĕрсене туянса пулнă тăкаксене бюджетран саплаштарма йышăннă.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА.

Комментари хушас