Чăваш Енре сехет йĕппине куçармалла-и?

17 Утă, 2018

ЧР Патшалăх Канашĕн паянхи черетсĕр çирĕм пĕрремĕш сессийĕнче пирĕн республикăра вăхăта 1 сехет маларах куçарассине сÿтсе яврĕç.

Раççей Федерацийĕнчи чылай регионта, çак шутра Чăваш Енре те, юлашки хут сехет йĕпписене 2014 çулта пĕр сехет каялла куçарнă. Унтанпа хĕллехи вăхăтпа пурăнатпăр. ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов каланă тăрăх — кунашкал йĕрке тивĕçтерменни çинчен ЧР Патшалăх Канашне кăмăлсăрланса пĕлтерекен йышлă. Çавна май ку ыйтăва «Правительство сехечĕ» йĕркелесе пăхса тухма йышăннă.

ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Вячеслав Рафинов Чăваш Ене иккĕмĕш сехет зонинчен виççĕмĕшне куçарасси пирки республикăри пысăк предприятисенче ыйтăм йĕркелени çинчен пĕлтерчĕ. Анчах унта ĕçлекенсем «çуллахи вăхăт» çине куçассине ырласа йышăнман: 74 процент хирĕç сасăланă. Ял хуçалăх организацийĕсем те 3-мĕш зонăна куçассипе килĕшмен. ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Татьяна Рябинина ыйтăм йĕркеленĕ хыççăн çакăн пек пĕтĕмлетÿ тунине пĕлтерчĕ: «Çĕр ĕçченĕсен шухăшĕпе — пĕр сехет куçни çирĕпленнĕ ĕç йĕркине аркатать».

ЧР вĕренÿ министрĕн Александр Ивановăн шухăшĕпе те вăхăта улăштарни чăрмавлă пулĕ. Экономика аталанăвĕшĕн те чăрмавсем пулĕç. «3-мĕш сехет зонине куçсан, паллах, 23 сехетчен те тĕттĕмленмест. Анчах ирпе 9 сехетчен те кун çути килмест. Хĕллехи вăхăтра кунашкал йĕркепе пурăнма уйрăмах йывăр. Ку ыйтăва пăхса тухма ăсчахсемпе специалистсене те явăçтартăмăр. Вĕсен шухăшĕпе — астрономи вăхăчĕпе 12 сехет çитнĕ чухне Шупашкарта 12 сехет 8 минут пулать. Уйрăмлăх нумай мар. Республика тата Мускав вăхăчĕ шайлашуллă пулни экономикăшăн та витĕмлĕ», — ведомство йышăнăвĕпе паллаштарнă май палăртрĕ ЧР экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Антонова.

Çапла вара «Правительство сехетне» йыхравланă ЧР Министрсен Кабинечĕн представителĕсем Чăваш Республикинче «хĕллехи вăхăтран» «çуллахи» çине куçма сăлтав çуккине çирĕплетрĕç, ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсен комитетне вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, ыттисен шухăшĕсене тĕпе хурса тивĕçлĕ сĕнÿ хатĕрлеме хушса хăварчĕç.

Теги: 

Комментари хушас