Чăваш Енри ачасен хÿтĕлевçи адвокатсемпе килĕштерсе ĕçлĕ

Чăваш Енĕн Ачасен правине хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ адвокатсемпе килĕштерсе ĕçлĕ. Çакăн пирки енсем ĕнер алă пуссах çирĕплетнĕ.

Елена Сапаркина омбудсменпа Чăваш Енĕн Адвокат палатин Президенчĕ Елена Кузьмина ачасемпе çыхăннă ыйтусене пĕрле татса парасшăн. Ачасемпе çамрăксене тата вĕсен ашшĕ-амăшне юридици пулăшăвĕ тÿлевсĕр кÿнипе пĕрлех вырăна пĕрле тухса çынсене йышăнасси пирки калаçаса татăлнă. Ÿсекен ăрăвăн правине хÿтĕлессипе адвокатсем опытлине тавçăрма йывăр мар. Елена Кузьмина ачасен хÿтĕлевçине Елена Сапаркинăна пĕлтернĕ тăрăх, тăлăхсене çурт-йĕрпе тивĕçтерес енĕпе те вĕсем ăнăçлă ĕçленĕ.

www.hyaper.ru

Вера ТИТОВА. cap.ru сайтри сăнÿкерчĕк

Комментари хушас