Чăваш Енри хастар хĕрарăм ертýçĕсене чысларĕç

2 Пуш, 2019

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче 15-мĕш хут чи маттур, чи пултаруллă, чи хастар хĕрарăм ертýçĕсене палăртса чысларĕç.

Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕн ертýçи А. Федорова чиперуксене пур çĕре те ĕлкĕрнĕшĕн, ырă чунлă пулнăшăн, общество ĕçне хутшăннăшăн тав турĕ. Мероприятие ЧР Пуçлăхĕ М. Игнатьев хутшăнчĕ. Республика ертýлĕхĕ социаллă ыйтусене, çемьене хýтĕлессине, амăшлăха упрассине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртрĕ.

Чи маттур ертýçĕ пулнине Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицей директорĕ Н. Бахмисова çирĕплетрĕ.  Пултаруллă  хĕрарăм ертýçĕсене ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ А. Егорова, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Н. Малов, Л. Черкесов, Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕн Ыркăмăллăх фончĕн ертÿçи Л. Игнатьева саламларĕç. Лариса Юрьевна хăйне евĕр ачасем ýстерекен амăшĕсене медицина хатĕрĕсем туянма сертификатсем пачĕ.

www.hypar.ru

Теги: 

Комментари хушас