Чăваш Енри предприятисем Мускавран медальсемпе таврăннă

15 Юпа, 2018

Çак кунсенче Мускаври ВДНХра çулленех йĕркелекен «Ылтăн кĕркунне» агропромышленноç куравĕ иртнĕ. Унăн кăтартăвĕсемпе ЧР Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов паллаштарчĕ.

Чăваш Енри предприятисемпе хуçалăхсем куравран 63 медальпе /çав шутра — 48 «ылтăн»/ тата икĕ Тав хучĕпе таврăннă. 

Чăваш Ен «Уралхим» компанипе килĕшÿ тунă. Ку республикăри хуçалăхсем хими удобренийĕсемпе усă курассине анлăлатма пулăшĕ. Хими предприятийĕ ял хуçалăх академийĕнче им-çамсемпе ĕçлеме вĕренмелли агрокласс уçасшăн. Тепĕр килĕшÿ — 41-мĕш Тĕп заводпа туни, вăл ял хуçалăх академийĕпе пĕрле хăмла касакан машина тăвассине пырса тивет. Ăна çитес çул ĕçлеттерсе пăхасшăн — нимĕçсеннинчен кая мар машина пулмалла.

www.hypar.ru

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас