Чӑваш Енри ҫамрӑк армеецсем ветерансене саламлама хатӗрленеҫҫӗ

6 Çу, 2020

"ЮНАРМИЯ" Пӗтӗм Раҫҫейри ачасемпе ҫамрӑксен ҫарпа патриотла общество юхӑмӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗнче тӑракансем Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халалланӑ конкурссене, акцисене хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Ку таранччен Патӑрьел, Йӗпреҫ, Куславкка, Ҫӗрпӳ, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле районӗсен, Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисен ҫамрӑк армеецӗсем социаллӑ сетьсенче анлӑ сарӑлнӑ "Манӑн ҫемьен вилӗмсӗр полкӗ" тата "Георгий хӑйӑвӗ - онлайн" акцисене хутшӑннӑ.

Ҫавӑн пекех #юнармейскийвызов #физкультмиллион акци-челленджсенче те хастарлӑх кӑтартнӑ. Ҫак мероприятисен тӗллевӗ - сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма хӑнӑхтарасси.

Нумаях пулмасть "Физкультмиллион" акци йӗркелӳҫисем хутшӑнакансен сӑн ӳкерчӗкӗсене пӗтӗмлетнӗ. Чӑваш Енри ҫамрӑк армеецсем "Физкульт-питомец" номинацире 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Республикӑра эпидемиологи лару-тӑрӑвӗнче ҫар ҫыннисене хавхалантарас тӗллевпе "Эпир сире тав тӑватпӑр!" видеороликсен конкурсӗ иртет. Унта Патӑрьел районӗнчи 2-мӗш шкулӑн ҫамрӑк армеецӗсем хутшӑннӑ. Конкурс ҫу (май) уйӑхӗн 10-мӗшӗччен пырать. Кӑмӑл пуррисене хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ! https://vk.com/unarmiavirusstop

Ҫӗнтерӳ кунӗнче Чӑваш Енри ҫамрӑк армеецсем ветерансене тимлӗхсӗр хӑвармӗҫ. Ачасем видеосалам хатӗрлеме тытӑннӑ. Ҫавӑн пекех вӑрҫӑ ветеранӗсемпе тыл ӗҫченӗсене юрӑ шӑрантарса тав тӑвӗҫ.
www.hypar.ru Obrazov.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас