Чӑваш Енри шахматла вылякансен интернет-турнирне Узбекистанран та хутшӑннӑ

7 Ака, 2020

Иртнӗ вырсарникун интернетра блиц-шахматӑн 3-мӗш турнирӗ иртнӗ. Ӑна регионти Шахмат федерацийӗ ҫулсеренех йӗркелет. Хутшӑнакансем йышлансах пыраҫҫӗ.

Ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче lichess.org лапамра тупӑшма Чӑваш Енри районсемпе хуласенчен ҫеҫ мар, Йошкар-Оларан, Зеленодольскран, Хусантан, Екатеринбургран, Анапӑран тата Узбекистанран пурӗ 80 спортсмен пуҫтарӑннӑ. Шупашкар спортсменӗсем Юрий Иевлев тата Антон Смирнов 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ, 1-мӗшӗнче - Зеленодольскри Дмитрий Осипенко.

Хӗрсен хушшинче Шупашкарсем чи маттуррисем пулнӑ: 1-мӗш вырӑнта – Елена Петрова, иккӗмӗшӗнче – Елена Артемьева, виҫҫӗмӗшӗнче – Ирина Ермонина.

11-17 ҫулсенчи арҫын ачасен хушшинче Шупашкарти Антон Смирнова ҫитекен пулман. Етӗрнери Вячеслав Петровпа Ташкентри (Узбекистан) Акбарали Абдухакимовран ирттернӗ вӑл.

Хӗрсен ушкӑнӗнче 1-мӗшпе 2-мӗш вырӑнсене Шупашкарти Анна Хмелевӑпа Анна Архипова пайланӑ. 3-мӗш вырӑна Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Дарья Романова тивӗҫнӗ.

8-10 ҫулсенчи спортсменсен хушшинче каллех Шупашкар ачисем Денис Кирилловпа Мария Сидорова ҫӗнтернӗ. 2-мӗш вырӑнта - Шупашкарти Александр Григорьев тата Анапӑри Вероника Сивакова. 3-мӗшӗнче - Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Евгений Кондратьевпа Вероника Катюкова.

Ветерансен ушкӑнӗнче Юрий Иевлева ҫитекен пулман. 2-мӗш вырӑна Хусанти Леонид Злачевский, 3-мӗшне Шупашкарти Павел Игумнов тивӗҫнӗ.

www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: 

Комментари хушас