Чăваш Енри туризм маршручĕсем федераци конкурсĕнче çĕнтернĕ

21 Чÿк, 2018

ЧР Культура министерстви Крым Республикинчи Алуштăра пĕтĕмлетнĕ туризм тытăмĕнчи çамрăксен проекчĕсен Пĕтĕм Раççейри конкурсĕнче Чăваш Ен студенчĕсен тата «Ясна» туроператорăн ĕçĕсем çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнине пĕлтерет.

Ку проектсене вырăсла тата акăлчанла хатĕрленĕ. «Ясна» этноэкологи комплексĕ» ĕç «Этнографи чи лайăх маршручĕ» номинацире мала тухнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсен «Уçă Чăваш Ен: япăх илтекенсем валли 10 экскурси» проекчĕ «Социаллă туризм чи лайăх проекчĕ» номинацире 3-мĕш вырăн йышăннă.

Çакăнтах çамрăксен ăсталăх класĕсене, семинарсене, вăйăсене хутшăнма май пулнă. Унсăр пуçне вĕсене Крымăн паллă вырăнĕсемпе паллаштарнă.

www.hypar.ru

 

Рубрика: 

Комментари хушас