Чăваш хĕрне качча илнĕ итальян

6 Раштав, 2013

Пĕлтĕр Италие çитсе куртăм. Рим, Венеци, Флоренци, Пиза хулисенче пултăм, анчах унта пурăнакансен чĕлхине пĕлменрен çынсемпе калаçма май килмерĕ. Нумаях пулмасть çак халăх çыннипе Чăваш Енрех паллашрăм. Çĕнĕ Шупашкарта Итали журналисчĕ Массимо Рипани тĕпленнĕ. Ултă чĕлхепе калаçма пултараканскерпе вырăсла пуплерĕм. Олива йывăçĕсемпе пуян, тутлă пицца пĕçермелли вăрттăнлăхсене пĕлекенсен çĕрĕ çинче çуралса ÿснĕ арçын Чăваш Ене мĕнле лекнипе, чăваш хĕрне мĕншĕн качча илнипе... интереслентĕм.

- Венгрире иртнĕ Чĕлхе фестивалĕнче эсперантистсен пухăвĕнче чăваш хĕрĕпе Маринăпа паллашрăм. Шупашкара пĕрремĕш хут 5 çул каялла килсе куртăм. Кăçалхи пуш уйăхĕнче çемье чăмăртарăмăр. ЗАГСра çырăннă хыççăн пĕрлешнине кафере уявларăмăр. Аттепе анне виза илейменнипе Чăваш Ене килеймерĕç. Çывăх çыннăмсем Лучанăпа Акилле - тивĕçлĕ канура. Аппа Клаудиа - ваккат. Итальянсем ачана аслашшĕ-асламăшĕн ятне пама тăрăшаççĕ. Туя çитес çулхи утă уйăхĕнче тăван енре те паллă тăвасшăн. Итальянсен туйĕ ытларах чухне сĕтелпе çыхăннă. Малтан чиркĕве каяççĕ, кайран - ресторана. Туй йăли-йĕрки çулсем иртнĕ май манăçать. Пирĕн кунти пек кĕрекеçĕ çук, сĕтел хушшинче калаçса ларатпăр, ташлатпăр. Италире эрне маларах, пĕр кунхине, туй парнисене йышăнаççĕ, укçа парнелемеççĕ. Эпĕ аппа качча кайнă чухне турăш парнелерĕм. Пирĕн, католиксен, кашни хулан çветтуйĕ, чиркĕвĕ пур. Джулианова хулинче çуралтăм, унта Флавиан çветтуя пуç çапаççĕ. Каярахпа Терамо хулине пурăнма куçрăмăр. 2009 çулта унти университета пĕтертĕм, журналист специальноçне алла илтĕм. Хула турăшĕ - Берардо çветтуй. Çветтуй кунĕнче хулара ĕçлемеççĕ, ярмăркка ирттереççĕ. Раштавпа Мăн кун - чи пысăк уявсем. Итальянсем кашни вырсарни кун чиркĕве çÿреççĕ, анчах хăшĕ-пĕри ячĕшĕн çеç, - пуçларĕ калаçăва вăл.

 

“Пиццăна майонез ямалла мар”

- Тĕнчери нумай турист Италие кăмăллать. Сана тăван çĕр-шывунти хăш хула ытларах килĕшет?

- Рим. Унта ют çĕр-шыв ĕçĕсен министерствинче 3 уйăх социаллă сайтсем йĕркелерĕм. Патшалăх тулашĕнче 80 миллиона яхăн итальян пурăнать. Аргентинăри халăхăн çурри - итальян. Хуласенче ĕçсĕррисем ятарлă тум тăхăнса тухаççĕ, вĕсем туристсемпе сăн ÿкерĕнсе укçаллă пулаççĕ. Италире пурнăç малашне еплерех пулассине пĕлместĕп, халĕ унта пăтрашуллă вăхăт. Реформăсем ирттерменшĕн, йĕркеллĕ ертÿçĕ çуккишĕн пăшăрханатăп. Тăван тăрăхра ĕç тупсан унта тухса кайăпăр, кунта вара опыт пухатăп. Чăваш Енре пурăнма лайăх. Италире ĕçлесен те йĕркеллĕ кун кунлама йывăр, çавăнпах нумайăшĕ ют çĕре çул тытать. Çĕнĕ Шупашкар йывăç нумаййипе, спорт комплексĕ, музей, кинотеатр пуррипе, рашча юнашар пулнипе илĕртрĕ.

- Эсĕ чăваш хĕрне качча илнĕ. Чăваш чиперккисем итальян пикисенчен мĕнпе уйрăлса тăраççĕ?

- Нимĕнле уйрăмлăх та çук. Тĕнче европăланнă тапхăрта пурте пĕр пекленсе пыратпăр. Чăвашсем те хăйсен нацилĕхне манаççĕ, вырăсланаççĕ, çавăнпа уйрăмлăхсем çухалса пыраççĕ.

- Мăшăру чăваш халăх çимĕçĕпе сăйлать-и? Хăшне ытларах кăмăллатăн?

- Эпĕ юратакан чăваш çимĕçĕ - хуплу, ăна лавккара туянатпăр. Шÿрпене хальлĕхе тутанса курмарăм-ха. Итали пиццине питĕ кăмăллатăп, анчах кунта пĕçернине çиме пачах юрамасть. Чăн-чăн пиццăна майонезпа кетчуп ямалла мар, ку питĕ сиенлĕ. «Тирамису» печение юрататăп. Итальянсемшĕн апат пĕрремĕш вырăнта, эпир уншăн укçа шеллеместпĕр, сĕтел апат-çимĕçпе яланах тулли.

- Итали çыннисем Çĕр çинче чи нумай пурăнакансенчен пĕрисем, мĕншĕн?

- Нумай пурăннин сăлтавĕ - лайăх пахалăхлă олива çăвĕпе, моцарелла сырпа тата ытти çимĕçпе тĕрĕс апатланни. Кунсеренех кăштахшар хĕрлĕ эрех ĕçетпĕр, анчах никам та урам варринче вил ÿсĕр йăваланмасть, виçине пĕлетпĕр. Этем пирус туртни кун-çула чакарать, çавăнпа эпĕ никотина хирĕç.

 

“Кунти ялсем тундрăри пек”

- Чăваш ялне çитсе куртăн-и?

- Манăн асаннепе асатте Италири ялта пурăнаççĕ. 83 тата 85 çултискерсем олива йывăçĕсене ÿстереççĕ, чăх-чĕп, качака тата сысна усраççĕ. Чăваш Енри ялсене çитсе курма тÿр килчĕ, эпĕ пулнисем тундрăрисем пекех, Италире вара сахал çын пурăнакан пĕчĕк хуласене ял теççĕ.

- Массимо, эсĕ чăваш шкулĕсене час-часах çÿретĕн, чĕлхесене тĕпчетĕн. Пĕлÿ çурчĕсенче мĕн тĕлĕнтерет? Итальянсем хăйсен чĕлхине, историне хисеплеççĕ тенине илтнĕччĕ.

- Çĕнĕ Шупашкарти 10-мĕш шкулта тăтăшах пулатăп. Манăн юлташ Хекторо Росифонт чăваш чĕлхине вĕренет. Хулара ачасем тăван чĕлхене ăса хывас теменни, унпа калаçманни тĕлĕнтерчĕ. Чĕлхе - халăх чунĕ, ăна вĕренменни, пĕлменни питĕ япăх пулăм. 2012 çулта «IX-XIII ĕмĕрсенчи хĕвел тухăç пăлхарĕсен патшалăхĕ» конференцие хутшăнтăм, «Монголсемпе Атăлçи пăлхарсем Европа культуринче еплерех вырăн йышăнаççĕ?» ĕç çыртăм. Чăваш чĕлхи - пăлхарсенчен сыхланса юлнă пĕртен пĕр чĕлхе, чăвашсем вара ăна хăйсемех çухатаççĕ. Хăйне хисеплемен çын кăна чĕлхине юратмасть. Италири хуласем - Рим, Флоренци, Венеци тата ыттисем - хăй вăхăтĕнче уйрăм патшалăхсем пулнă, вĕсем пĕрлешсен чĕлхе реформи пуçланнă. Унччен кашни хулан хăйĕн пуплевĕ пулнă, халăх - вырăнтипе, интеллигентсем итальян чĕлхипе калаçнă. Халĕ çав уйрăмлăхсем çухалаççĕ. Эпир испансемпе юнашар пурăннăран вĕсен чĕлхине те ăнланатпăр, çăмăллăнах пуплетпĕр.

- Италире учительсен шалăвĕ пĕчĕк, ачасем вĕрентекене итлемеççĕ, хисеплемеççĕ тенине илтнĕччĕ, тĕрĕсех-и? Шкулта Раççей пирки мĕн те пулин вĕрентеççĕ-и?

- Италире ачасене шкула 6 çулта яраççĕ, унти вĕренÿ учрежденийĕсенче, Чăваш Енрисемпе танлаштарсан, пачах урăхла, ирĕклĕрех. Кунта ачасем хăйсен шухăшне калама вăтанаççĕ, тĕрĕс мар каласран, япăх паллă илесрен хăраççĕ. Италире хуравлама вăтанмаççĕ, йăнăш пулсан та калаççех. Итальянсен хушшинче тĕрлĕ акцентпа пуплекен чылай, анчах нихăшĕ те куншăн именмест. Чăвашсем темрен те вăтанаççĕ пек туйăнать. Итальянсем Раççей пирки питĕ сахал пĕлеççĕ. Вĕсем сирĕн çĕр-шывра Мускавпа Çĕпĕр кăна пур тесе шухăшлаççĕ, çурла уйăхĕнче те юр çăвать, упасем çÿреççĕ имĕш...

- Массимо, эсĕ мăшăрупа мĕнле чĕлхепе калаçатăн?

- Эпĕ итальян, эсперанто, вырăс, акăлчан, француз, испан чĕлхисемпе калаçаятăп. Маринăпа эсперанто чĕлхипе пуплетпĕр. Малашне чăвашла калаçасси пирки иккĕленместĕп, мăшăрăм ăна лайăх пĕлет.

 

“Шупашкарта метро кирлĕ”

- Эсĕ чĕлхе курсĕсем ирттерни пирки илтнĕччĕ.

- Çапла, Шупашкарта иккĕмĕш çул ĕнтĕ итальян чĕлхине вĕрентетĕп. Çак хушăра ман пата çÿрекенсем итальянла çăмăллăнах калаçма пуçларĕç. Çавăн пекех çитес вăхăтра Наци библиотекинче эсперанто чĕлхин курсне уçма палăртрăм. Ăна кашниех вĕренме пултарать. Тĕнчери тĕрлĕ халăх калаçмалли искусствăлла чĕлхе 20 çул каялла йĕркеленнĕ. Вăлах мана мăшăр тупма пулăшрĕ.

- Çĕнĕ Шупашкарта йăлтах килĕшет-и?

- Мана пысăк икĕ хула хушшинчи çÿп-çап «сăрчĕ» килĕшмест. Италире çÿп-çапа уйăраççĕ. Палăртнă график тăрăх каçалапа ăна килтен илсе тухаççĕ. Ирхине ятарлă машина ăпăр-тапăра тиесе каять. Çакă халăха пĕчĕк налук тÿлеме май парать. Çÿп-çапăн 60 процентне ĕçе кĕртсе тепĕр хут тавар туса сутаççĕ. Саккуна пăхăнман тирпейсĕр çынсене патшалăх 3 пин евро штраф тÿлеттерет. Манăн шухăшпа - Чăваш Енре те пысăк штрафсем пулсан халăх тасалăхшăн кĕрешме, çÿп-çапа уйрăммăн илсе тухма пуçлĕ. Италире тавралăха упрас тĕллевпе автомобиль лартмалли вырăнсем кашни çуртрах пур. Вĕсене икĕ рете лартма пултараççĕ. Малта тăракана хыçалти автомашина кансĕрлет пулсан иккĕмĕшĕ уççине машинăрах хăварать, пĕрремĕшĕ унпа усă курса хăех тухаять. Италире пăкă чылай, çавăнпа пысăк хуласенче метропа çÿреççĕ. Машина вырăнĕшĕн хаклă тÿлеме тивет. Çĕнĕ Шупашкарта та юлашки вăхăтра автомобиль нумайланчĕ, çапах «маршруткăсенче» вырăн çукки хурлантарать. Пушă автобуса кĕрсен савăнатăп вара. Манăн шухăшпа - Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта пĕр метрополитен пулсан пурнăç çăмăлланĕ. Тĕслĕхрен, Италири Генуя хулинче 600 пин çын кăна пурăнать пулин те пĕр йĕрлĕ метро пур.

- Италире ют çĕртен килнисем, негрсемпе румын чиканĕсем, йышлине асăрхарăм.

- Çапла, ют çĕр-шывран пынисене хваттерте саккунсăр майпа пурăнма ирĕк парсан ăна туртса илме пултараççĕ, ĕçе те йĕркепе килĕшÿллĕн вырнаçтармасан штрафлаççĕ. Итальянсен 48% çĕр-шыва юттисене кĕртесшĕн мар.

- Пушă вăхăтра мĕнпе аппаланатăн?

- Историе кăмăллатăп, Итали çыравçин Валерио Массимо Манфредин хайлавĕсене вулатăп. Тĕнчере мĕн пулса иртнине пĕлме интереслĕ. Эпĕ пĕр вăхăтра линдихоп ташăпа интересленеттĕм, мăшăрăмпа Маринăпа свинг, чарльстон ташлама вĕрентĕмĕр.

Массимо Рипани калаçнă вăхăтра ларма-тăма пĕлмерĕ: хăлаçланса, алăран тытса пуплерĕ, хул пуççие массаж турĕ, ташă çинчен ыйтсан нумай тăхтаса тăмарĕ - чарльстон хусканăвĕсене вĕрентрĕ. ЧР Наци библиотекин залĕнчех хăйĕнпе пĕрле ташлаттарчĕ... Çапла ĕнтĕ вĕсем, итальянсем - пурнăçа юратаççĕ, уçă кăмăллă та хаваслă çынсем.

Алена ТИМКОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.