"Чăваш ятне ярас килмест"

30 Чÿк, 2013

Елчĕк районĕнчи Таяпа Энтри ялĕнчи Федор Шадриков 1991 çулта - республикăра чи малтисенчен пĕри - хресчен-фермер хуçалăх. /"Весна"/ йĕркеленĕ. Пахалăхлă пахча çимĕç туса ăна клиентсем патне вăхăтра çитернĕрен ку хуçалăх Чăваш Енре çеç мар, унăн тулашĕнче те хисеп çĕнсе илнĕ. Ахальтен мар Федор Алексеевича кăçал республикăри Ял хуçалăх ĕçченĕсен уявĕнче "Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят парса чысларĕç.

Федор Шадриков малтанласа 3 га çĕрпе ĕçлеме пуçланă, севок лартса ÿстернĕ. Паянхи кун вара 250 га çĕрпе усă курать, тĕрлĕ пахча çимĕç /севок, хĕрлĕ кăшман, кишĕр, çĕр улми/ çитĕнтерет, хĕрлĕ тата выльăх кăшманĕсен темиçе сорчĕн вăрлăхне туса илет. Экологи тĕлĕшĕнчен тасаскерсене кирек кам та кăмăлласах туянать. Агротехника ыйтнине çирĕп пăхăнса ĕçлекен фермерăн çĕр лаптăкĕсене курсан чун савăнать, вĕсенче пĕр çум курăк та çук. "Тĕп вырăнта - çĕре тĕрĕс хатĕрлесси. Эпир нумай çул ĕнтĕ çуркунне пуçламăшĕнче сарă пăрăç /горчица/ акатпăр. Ăна çĕртме уйăхĕн пĕрремĕш кунĕсенче сухаласа 15 см тарăнăшне варăнтарса хăваратпăр. Сарă пăрăç сĕткенĕ лайăх сăрхăнтăр тесе анана тÿрех 3-4 хут сухалатпăр, ку ĕçе çĕрле пурнăçлатпăр. Мĕншĕн çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче тетĕр-и. Ун чухне кислород бактерийĕсем çĕрĕн çиелти сийĕнче вырнаçнă. Шăпах вĕсем сарă пăрăç хутăшне çисе çĕре лайăхлатаççĕ", - вăрттăнлăхĕсене уçать Федор Алексеевич, ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнăскер, чылай çул агрономра, пахчаçăра тата хăмлаçăра вăй хунăскер. Çапах асăннă меслетсене вăл шăпах фермер ĕçне кÿлĕнсен алла илме пуçланă. Ф.Шадриков калашле, вĕсем пирки ниçта та вĕрентмеççĕ.

Е тата тепĕр тĕслĕхпе паллаштарар. 2011 çулта хĕрлĕ кăшман питĕ йÿнĕ пулнă, 1 тенкĕ çеç, "Весна" хуçалăхра ăна 10 га акнă. "Хĕрлĕ кăшманра мĕн чухлĕ кали, магни, ытти микроэлемент. Ку çимĕçрен çулçи-мĕнĕпех "винегрет" турăм та çĕре варăнтарса хăвартăм. Халĕ çав лаптăкра тырă ÿстеретĕп. Унта минерал удобренийĕ сапмастăп - ахалех йăлтах çителĕклĕ. Гербицидпа та усă курмалла мар - çум курăк ашкăраймасть унта. Çав тырра сăтăрçăсем те тапăнмаççĕ, чир-чĕр те çулăхмасть", - каласа кăтартать хресчен-фермер хуçалăхĕн ертÿçи. Çитес çул акма хатĕрлекен хура пусă лаптăкне вăл çу каçипе темиçе хутчен те кăпкалатать. Çумăрлă çулсенче ăна 25 хут кăпкалатсан та ытлашши пулманнине ĕнентерет. Çак сăлтавпах ĕнтĕ нумай çул усă курман лаптăксенче лартнă çимĕç ăнса пулать, унта çум курăк та ашкăрмасть. Çĕр çинче ĕçлеме техника çителĕклех. Тырă вырса пухмашкăн ял хуçалăх кооперативĕсем пулăшаççĕ, вĕсене фермер çакăншăн пахча çимĕç парать.

Кăçал 2010 çулхинчен те - çав çулла шăрăх çанталăк тăнăран ял хуçалăх продукцине туса илекенсем пысăк тăкак тÿснине чылайăшĕ ас тăвать ĕнтĕ - йывăртарах пулнине палăртать Федор Шадриков. 2012 çул вĕçĕнче юр часах çуманран, çĕр 70-80 см таран шăннăран çурхи нÿрĕке аран сыхласа хăварма май килнĕ. Çĕртмен 20-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 10-мĕшĕччен вĕсен тăрăхĕнче çумăр пĕрре те пулманран анасене кашни каçах шăварнă, шывне юхан шывран турттарнă. "Йывăр пулчĕ паллах, çапах севока йĕркеллех пухса кĕртрĕмĕр, тухăçĕ те аптрамасть. Кĕрхи "поставкăсене" парса пĕтертĕм, çурхи валли те хăварнă", - ăнлантарать фермер. "Весна" ХФХра пĕтĕм çĕр лаптăкне килес çул акмашкăн хатĕрлесе кĕрхи çĕртме туса хăварнă. Çанталăк çумăрлăрах тăчĕ пулин те пĕр гектар та сухаланмасăр юлман. Ф.Шадриков кашни çулах 10 га севок туса илет, ăна Владимир, Мускав, Калуга, Санкт-Петербург, Орел, Тула, Омск, Пермь, Тюмень тата ытти облаçри яланхи партнерĕсене сутать. Федор Алексеевич инçе çула кайма килĕшекен водитель çукран руль умне хăех ларать. Çуркунне валли хăварнă севока пахча çимĕç управне хурать, унти температурăна пăхса-тĕрĕслесе тăрать, унсăрăн тар тăкса туса илнĕ çимĕç çĕрме, типме е папака кайма пултарать-çке. "Чăваш ятне ярас килмест, çавăнпа пахалăхлă та экологи тĕлĕшĕнчен таса пахча çимĕç туса илме тăрăшмалла", - тет 22 çул фермер ĕçĕпе тăрмашаканскер. Сăмах май, Елчĕк­ре унăн "Семена" ятлă икĕ лавкка пур.

Федор Шадрикова çемйипе тăванĕсем нумай пулăшаççĕ. Хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче ял çыннисене те явăçтарма тивет. Вĕсене шалу тÿленипе пĕрлех пахча çимĕçпе те тивĕçтерет фермер. Çĕр пайĕсемшĕн тырă парать. Хăйĕн ĕçне лайăх пĕлет Федор Алексеевич, ăна таса чунран тата юратса пурнăçлать. Çапла майпа ытти фермера ырă тĕслĕх кăтартать.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.