Чăвашла пĕлекен кушак

8 Чÿк, 2018

Мурманскра пурăнакан Федоровсем каланă тăрăх, вĕсен Пушок кушакĕ чăваш чĕлхине пĕлет.

Пушок Мурманскра çуралнă, вăрах вăхăт вырăсла калаçакан çемьере пурăннă. Вăл Федоровсем патне лексен сасартăк тăван чĕлхине «маннă», чăвашла кăна ăнланма тытăннă.

Кил хуçи Александр Федоров Чăваш Енре çуралса ÿснĕ. Вăл вунă çул каяллах Çурçĕр флотĕнче службăра тăма тытăннă, унтах юлнă. Мăшăрĕ Ирина Федорова тăхăр çул каялла Шупашкартан Мурманска пурăнма куçнă. Хальхи вăхăтра ку регионта 4 пин ытла чăваш пурăнать. Çав шутра çар çыннисем те нумай.

www.hypar.ru

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас