Чăвашсем китайла вĕренеççĕ

26 Кăрлач, 2018

Китай Халăх Республикинче чăваш çамрăкĕсем китай чĕлхине тата культурине вĕренеççĕ.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студенчĕсем Артем Андреев, Никита Лебедев, Роман Алексеев, Татьяна Кучерова, Екатерина Кудряшова, Татьяна Димитриева Гуйчжоу университетĕнче пĕлĕвне ÿстереççĕ.

Çамрăксем вĕренÿрен пушă вăхăтра культура мероприятийĕсене хастар хутшăнаççĕ. Сăмахран, Пĕтĕм тĕнчери фестивальте вĕсем тăван халăх тумне тата чăвашла юрласа-ташласа кăтартнă. Китай çыннисене Чăваш Ен çамрăкĕсен пултарулăхĕ питĕ килĕшнĕ, хĕрсемпе каччăсене илемлĕ фильмра ÿкерĕнме йыхравланă.

Хальхи вăхăтра пирĕн студентсем хĕллехи сессие ăнăçлă вĕçленĕ хыççăн Китайри тусĕсемпе Çĕнĕ çул кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Сарă Йытă çулĕ унта нарăс уйăхĕн 16-мĕшĕнче пуçланать.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.