Чăвашсене ирĕклĕхе туйтарасшăн

6 Юпа, 2016

Тĕлĕнмелле çынсем пурăнаççĕ пирĕн хушăра. Вĕсемпе паллашнă хыççăн чун савăнать, чĕрере шанчăк çуралать. Вĕсем таçти планетăран такамсем Чăваш çĕршывне килсе пирĕн пурнăçа улăштарасса кĕтмеççĕ, нимрен хăрамасăр, ÿркенмесĕр, чунри хавхаланупа чăвашлăх лавне туртаççĕ. Çак тĕлĕнмелле çынсем çĕнĕ çăлтăр уçмаççĕ, хальччен курман çĕнĕ япала шухăшласа кăлармаççĕ. Вĕсем чăн чăвашлăха пире, чăвашсене, туйма май параççĕ. Кунпа çеç çырлахмаççĕ — ют çĕршывра пурăнакансене те чăвашлăхпа çывăхлатаççĕ. Çакнашкал çынсенчен пĕри — Александр БЛИНОВ. Вăл — «Ăнăçу чĕлхи» ют чĕлхесен шкулĕн директорĕ, чăвашсен «Хавал» общество организацийĕн ертÿçи те. Хăйĕн валли Алпарух хушма ят илнĕскер, Интернетри «Контактра» соцсете чăвашлатнăскер «Чуна уçса калаçар» рубрика тĕпелĕнче шухăшĕсемпе вулакансене хаваспах паллаштарма килĕшрĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.