«Чечеклен, юратнă Муркаш ен!» фестиваль-конкурс иртнĕ

5 Нарăс, 2020

Муркаш районĕнче «Чечеклен, юратнă Муркаш ен!» фестиваль-конкурс вăй илсех пырать. Хальхинче сцена çине Оринин ял тăрăхĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем тухрĕç.

Уява «Орин ен» ветерансен халăх хорĕ уçрĕ. ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Виталий Романов пуян программа хатĕрленĕ, фестивалĕн темине анлă уçса пама тăрăшнă. Раççейри Асăнупа мухтав çулталăкне, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе — 75, Чăваш Автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă юрă-кĕвĕ мăнаçлăн янăрарĕ.

«Çĕнтерÿçĕ салтак», «Салтак тÿмисем», «Палăк», «Юратнă тăван ен», «Ялан пĕрле орининсем»… — кашни юрра халăх ăшшăн йышăнчĕ, алă çупса тав турĕ.

Мероприятие Оринин тăрăхĕнчи ял клубĕсем те хастар хутшăнчĕç, пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

Культура çурчĕн фойинче вара алă ăстисем хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарчĕç.

www.hypar.ru

Лариса НИКИТИНА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕсем. 

Рубрика: 

Комментари хушас