Чемпионата - экскурсие

25 Çурла, 2019

Хусанта 45-мĕш хут иртекен "Ҫамрӑк профессионалсем" тĕнче чемпионатне кирек кам та килсе курма пултарать. "Хусан Экспо" курав центĕнче ҫурлан 25-26-мĕшĕсенче ӑмӑртусем иртеҫҫĕ.

Паян кунта ҫĕршывӑн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ шкул ачисемпе студентсем  экскурсире ҫӳреҫҫĕ. ЧР Вĕрентӳ министерстви йĕркеленипе Чӑваш Енрен 200 ача ҫитнĕ. Вӑл шутра Шупашкарти 4-мĕш лицейрен - 15. Информатика учителĕ Альбина Герасимова ҫапла палӑртрĕ: "Эпĕ 3Д модельировани" кружокĕ ертсе пынӑ пирки ҫав енĕпе иртекен кластера ҫитсе курасшӑн. Кунта йӑлтах хальхи ҫĕнĕ йышши технологисемпе усӑ курни питĕ кӑсӑклӑ. Ачасемшĕн ку питĕ усӑллӑ эксурси".

Куракансене меллĕ пултӑр тесе курав центрне кластерсем ҫине пайланӑ. Унта ӑсталӑх класĕсем иртеҫҫĕ. Ҫамрӑксене професси суйламашкӑн,  ун ҫинчен тĕплĕнрех пĕлмешкĕн пулӑшать ку.

Аса илтеретпĕр, чемпионатра "Кондитер ĕҫĕ" компетенцире Шупашкар каччи Евгений Краснов хутшӑнать. Тĕплĕнрех - "Хыпар" издательство çурчĕн "Ҫамрӑксен хаҫачĕн" ҫитес номерĕнче.

www.hypar.ru

Алина ИЗМАН. Автор сӑн ӳкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментари хушас