Черетлĕ лару иртрĕ

26 Çĕртме, 2019

Паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Правительство членĕсем 30 ытла ыйту пăхса тухса çирĕплетрĕç.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов «Чăваш Республикинче пурăнакансен сывлăхĕпе çыхăннă лару-тăру» патшалăх докладне турĕ. Министр палăртнă тăрăх — медицина ĕçченĕсем иртнĕ çул граждансен пурнăç тăршшĕне вăрăмлатас, вилекенсен шутне чакарас, профилактика ĕçне вăйлатас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçленĕ. Çавна май хăш-пĕр енĕпе, сăмахран, кун-çул тăршшĕ 2 процент ытла ÿснĕ, кăтартусене лайăхлатма май килнĕ.

Çавăн пекех ларура ЧР культура министрĕ Константин Яковлев ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин 2018 çулхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартрĕ. Министерство пурнăçлакан ĕçсем, тĕпрен илсен, министр палăртнă тăрăх, халăхăн канăвне йĕркелессипе, культура шайне ÿстерессипе, республикăн ырă йăли-йĕрикне упраса пырассипе, культура учрежденийĕсене аталантарассипе çыхăннă.

Правительство членĕсем паянхи ларура çамрăк специалистсене ĕç вăрттăнлăхĕсене вĕрентекен пултаруллă наставниксене хисеплĕ ят парассине, вырăнти хăй тытăмлăх управленийĕн органĕсенче ĕçлекенсене «ЧР тава тивĕçлĕ юрисчĕ» хисеплĕ ятпа чыслассине çирĕплетме йышăнчĕç. Етĕрне тата Улатăр хулисене, вĕсем республика историйĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлине шута илсе, «историллĕ тăрăхĕсем» статус парассине çирĕплетрĕç. Çакă хуласене федераци конкурсĕсене хутшăнса грантсем çĕнсе илме май парĕ.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА.

Комментари хушас