Чи-чи маттуррисене чысларĕç

24 Раштав, 2019

Паян Правительство çуртĕнче республика халăх хуçалăхĕнче вăй хурса пысăк сума тивĕçнĕ, нумай ача çуратса ура çине тăратнă ашшĕ-амăшне чысларĕç. Вĕсем патшалăх наградисене тивĕçрĕç.

Çак йышра пирĕн "Хыпар" Издательство çуртĕнче 7 çул ытла вăй хунă Юлия Мареева та пулчĕ. Юлия Петровна культура тытăмĕнче 39 çул вăй хунă. Юлашки çулсенче вăл Чăваш наци конгресĕн Хĕрарăмсен комитетне ертсе пырать.

Награда илекенсен хушшинче ял хуçалăх ĕçченĕсем, педагогсем, врачсем, строительсем пулчĕç.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем. 

 

Комментари хушас