Чи хăрушши — çын пурнăçĕ татăлни

«Çĕнĕ çулпа çыхăннă уяв кунĕсене тивĕçлĕ шайра ирттертĕмĕр, çакăншăн яваплă тытăмсене, вĕсен ертÿçисемпе ĕçченĕсене тав тăватăп», — çапла пуçларĕ ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен, муниципалитетсен ертÿçисемпе ытти чух тунтикунсерен, хальхинче вара ĕç эрни çак кун пуçланнине кура юнкун ирттернĕ канашлăва. Унта калаçу тĕпрен илсен шăпах уяв, ăна халалланă мероприятисем, çак тапхăрта ЖКХ тата ытти тытăм обьекчĕсен ĕçне мĕнле тивĕçтерни тавра пулчĕ.

Строительство министрĕ Алексей Грищенко палăртнă тăрăх, уяв-кану кунĕсенче ЖКХ обьекчĕсенче ăшă, шыв, электричество парса тăрассине чăрмавсем кÿнипе çыхăннă пысăк аварисем пулман, вак-тĕвеке вара вăхăтра сирнĕ. Çулсене вăхăтра тасатса тăнине транспорт министрĕ Владимир Иванов çирĕплетрĕ. 

Çапах çулсем çинче авари чылай пулнă, çав шутра пĕр тĕслĕхре çын пурнăçĕ те татăлнă. Александр Николаев вице-премьер хăш-пĕр инкеке çулсене кирлĕ пек пăхса тăманни сăлтавланине пытармарĕ. Çавна май регион ертÿçи те çулсене тасатассишĕн яваплисене тĕрĕслесех тăмалли пирки асăрхаттарчĕ. 

Раштавăн 25-мĕшĕнчен тытăнса кăрлачăн 8-мĕшĕччен Чăваш Енре 39 пушар пулнă. ГКЧС ертÿçи Вениамин Петров иртнĕ вунă çулти статистикăпа танлаштарса хакланă май çак кăтарту пĕчĕкреххине палăртрĕ, анчах çулталăк каяллахи кăтартуран самай пысăкрах. Чи хăрушши — çичĕ çын пурнăçĕ татăлни. Пурте пĕччен пурăнакансем-мĕн. Ытларахăшĕ ÿсĕр пулнă. Куславкка районĕнче пĕр çын пиротехникăпа усă курнă чух асăрханманнине кура алăсăр юлнă. 

Раштавăн 29 тата 30-мĕшĕсенче республикăра çулталăк та тултарман икĕ ача вилнĕ тĕслĕх пирки те калаçу пулчĕ. Çак инкексене вĕсен ашшĕ-амăшĕ йĕркесĕр пулни сăлтавланă-мĕн. Çавна май ятарласа ачаллă 1259 çемьене тĕрĕсленĕ. Вĕсенчен 11-ĕшĕнче ачасен ашшĕ-амăшĕ ÿсĕр пулнă. 27 çемьери 40 ачана тем пулас пур тесе госпитализацилеме тивнĕ. 

Ырă хыпарсен шутĕнче — праçник кунĕсенче республикăра преступлени ытти чухнехинчен сахалрах пулни. Шалти ĕçсен министрĕн заместителĕ Леонид Вакс пĕлтернĕ тăрăх, 143 преступление шута илнĕ. 

Культура министрĕ Константин Яковлев республикăра Çĕнĕ çула халалланă 2 пин ытла мероприяти иртни пирки каларĕ, вĕсене 750 пин çын ытла хутшăннă. Çак кунсенче Чăваш Енре 21 пин ытла турист пулнă — çулталăк кяллахинчен 8% нумайрах. 

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас