Чи лайăх медицина ĕçченĕсем

18 Çĕртме, 2018

Пирĕн республикăри виçĕ медицина ĕçченĕ çулсерен иртекен Пĕтĕм Раççейри тухтăрсен конкурсĕнче çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.

Раççей Сывлăх сыхлавĕ ирттерекен конкурса кăçал Раççейĕн 56 регионĕнчен тата 7 федераци органĕнчен 667 ĕç тăратнă. Конкурс 29 номинаципе иртнĕ. Çĕнтерÿçĕсен шутĕнче — виççĕшĕ пирĕн республикăран, вĕсем пурте хăйсен номинацийĕсенче пĕрремĕш вырăнсем йышăннă. Медицина реабилитацийĕн чи лайăх тухтăрĕ — реабилитаци уйрăмĕн тухтăрĕ, республикăри клиника онкологи диспансерĕн онколог-тухтăрĕ 44 çулти Надежда Александровна Шаржанова. «Чи лайăх психиатр» ята 8-мĕш пĕтĕмĕшле психиатри уйрăмĕн заведующийĕ, республикăри психиатри больницин психиатр тухтăрĕ 43 çулти Анна Григорьевна Филимонова тивĕçнĕ. «Чи лайăх участок педиатрĕ» — Улатăр районĕн тĕп район больницин участок педиатр тухтăрĕ 53 çулти Ольга Анатольевна Егорова.

Чăваш Енри медицина ĕçченĕсем 2015 тата 2016 çулсенче Раççейри чи лайăх тухтăрсен шутĕнче пулнă. Иртнĕ çул Пĕтĕм Раççейри конкурсра пирĕн специалистсенчен çĕнтерекен пулман.

Пĕрремĕш вырăна тухнă çĕнтерÿçĕсене çур миллион тенкĕ, иккĕмĕшсене — 300 пин тенкĕ, виççĕмĕш вырăна тухнисене 200 пин тенкĕ парса хавхалантарнă.

Малтанхи информаци тăрăх, чи лайăх медицина ĕçченĕсене Мускавра юпа уйăхĕнче чыслĕç.

 

 

Рубрика: 

Комментари хушас