Чир явапсăрлăха пула сарăлать

6 Ака, 2015

Уртаракан чирĕпе çыхăннă лару-тăру республикăра халĕ те çивĕч-ха. Çакна юлашки фактсем те çирĕплетеççĕ. Нарăс уйăхĕнче кăна Раççейре çак мурпа аптăранă 344 тĕслĕхе шута илнĕ. Шухăша яраканни кунта акă мĕн - пуринчен ытла Тутарстанра /29 тĕслĕх/ асăннă чир вучахĕсем палăрнă. Асăннă республика вара - пирĕн чи çывăх кÿршĕ.

Шел те, хăш-пĕр чухне çынсем хăйсем çийĕнчех кирлĕ мерăсем йышăнманни те чире вăй илме пулăшать-тĕр.

Нумаях пулмасть Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн инспекторĕсем шăпах çакнашкал темиçе тĕслĕхе уçăмлатрĕç. Шупашкар районĕнчи Чаканар ялĕнче йытă виллине ÿплипе пĕрле çунтарса янă. Капла тума юрамасть паллах. Тĕрлĕ чир сарăлассинчен сыхланас тесен хăть мĕнле чĕрчун виллине те лабораторире тĕпчемелле. Чаканарта вара уртаракан чирĕн паллисем пулнă, анчах та йытă виллине лаборатори ĕçченĕсене кăтартмасăрах тĕп тума васканă.

Чир çаклатма пултарнă тесе шутлакан йытăсене ветспециалистсен тĕрĕслемелле. Тĕрĕссипе, иккĕленÿ çуратакан чĕрчунсене 10 кун сăнаса тăмалла, вĕсене вакцинаци тума та юрамасть.

Тĕрĕслев ытти çитменлĕхсене те тăрă шыв çине кăларнă: уртаракан чиртен тăвакан вакцинацишĕн çынсен тÿлеме тивнĕ.

Ишек ветучастокĕ ача сачĕн çуртĕнче вырнаçнине те тимлĕхсĕр хăвараймăн. Унта пĕлтĕртенпе чирлĕ чĕрчунсене регистрацилемелли журнала та çырса пыман-мĕн.

Етĕрне районĕнчен килнĕ çыру тăрăх та тĕрĕслев пулчĕ. Ку лару-тăру та çÿлерех çырса кăтартнă тĕслĕхе аса илтерет: унта тилĕ вилли лабораторие çитеймен.

Чир тухнă вырăнта амака сарăлма парас мар тĕллевпе ятарлă мероприятисем ирттерессине йĕркелес тĕлĕшпе оперативлă ĕçлеменни - Раççей шайĕнчи çивĕч ыйту. Ветеринари енĕпе ирттернĕ тĕрĕслевсем çакна яр-уççăн çирĕплетеççĕ. Çитменлĕхсен йышĕнче çаксене те палăртмалла: карантин йĕркисене çирĕплетесси çинчен калакан представление тăратассин вăхăтне пăхăнманни* карантин йĕркисене çирĕплетесси çинчен калакан йышăнăва вăя кĕртессин вăхăтне тăсни е пачах та кунашкал йышăну хатĕрлеменни* карантин чирĕсен вучахĕсене тĕп тăвассипе çыхăннă мероприятисене ирттерессине тĕрĕс йĕркелеменни тата ытти те.

Сисчĕвленме сăлтав чăнах та пур. Раççей территорийнче ветеринари надзорĕ енĕпе çырса хатĕрленĕ протоколсен шучĕпе Атăлçи федераци округĕ /АФО/ 2014 çулта лидерсен шутне лекнĕ. Тĕрĕслевпе надзор мероприятийĕсен шучĕпе вара АФО - пĕрремĕш вырăнта. Йĕркене пăснине пĕтерме хушса çырнă представленисен шучĕ округра 2502-ех çитнĕ.

Сăмах май, пĕлтĕр Раççейре шалти ветеринари надзорĕ енĕпе пĕтĕмпе 51400 тĕрĕслевпе надзор мероприятийĕ йĕркеленĕ, саккуна пăснă 29879 тĕслĕхе шута илнĕ. Штрафсен калăпăшĕ - 180 миллион та 808 пин тенкĕ. Саккунсене уяман 111 хуçалăх ĕç-хĕлне чарса лартмах тивнĕ.

Чăваш Енре те хăш-пĕр хуçалăх ĕç-хĕлне чарса лартас ыйтăва судсенче пăхса тухнă. Пĕлтĕр 78 хуçалăха тĕрĕсленĕ май 66 йĕркесĕрлĕх куç тĕлне пулнă. Çитменлĕхсене пĕтерме тăрăшнине кура республикăра уйрăмах хăрушă чирсене аталанма майсем пулмасса шанас килет...

 

Надежда ВАСИЛЬЕВА,

управлени ĕçченĕ.

Рубрика: