ЧПУ ректорĕ хаçат-журналпа туслашма сĕннĕ
11 Jan, 2019 | Вĕрентÿ | Культура

Паян И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ректорĕ Андрей Александров, Чăваш Республикинчи Журналистсен союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров журналистика уйрăмĕнче вĕренекен студентсемпе тĕл пулчĕç.

Çитес вăхăтра республика Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене паллă тума хатĕрленет. Чи малтанах ректор пулас калем ăстисене çывхарса килекен професси уявĕсемпе саламларĕ. Унтан вĕренÿ заведенийĕн юлашки вăхăтри çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ.

Калаçу, тĕпрен илсен, республикăри массăллă информаци хатĕрĕсем тавра пычĕ. Андрей Александров республикăри хаçат-журналăн, радио тата телекăларăмсен пахалăхĕ пирки хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ, Чăваш Енри журналистсен ĕçне пысăк хак пачĕ. Çавăн пекех вăл студентсен ыйтăвĕсене хуравларĕ. «Май килнĕ таран ытларах вулама тăрăшăр. Хăть мĕнле литература пултăр — вулăр. Хаçат-журналпа, кĕнекепе çывăх туслашни тавра курăма анлăлатать, ăс-хакăла пуянлатать. Çак пахалăхсем сире малашлăхра пысăк ăсталăхлă специалистсем пулма пулăшĕç», — терĕ калаçăва пĕтĕмлетнĕ май ректор.

Чăваш Республикинчи Журналистсен союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров Раççей тата Чăваш Пичечĕн кунĕсене никĕсленине историне аса илчĕ.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас