ЧПУра Ăслăлăх коллаборацийĕн çурчĕ уçăлчĕ

19 Раштав, 2019

Паян И.Н. Ульянов ячĕллĕ чăваш патшалăх университетĕнче С.А. Абруков ячĕллĕ Ăслăлăх коллаборацийĕн çуртне уçрĕç.

Мероприятие университет ректорĕ Андрей Александров, ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов, Регионсен хушшинчи компетенцисен центрĕн — электромеханика колледжĕн директорĕ Алексей Судленков, Шкул тулашĕнчи ĕçсен «Эткер» центрĕн директорĕ Ольга Тарасенко, Раççей экологи обществин Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçи Александр Воробьев, иккĕмĕш чĕртавара тирпейлекен «Чăваш Ен технопаркĕ» ассоциаци председетелĕ Сергей Лебедев тата ытти яваплă çынсем хутшăнчĕç.

Андрей Юрьевич центра мĕншĕн шăпах Сергей Абруков ятне панине çапла ăнлантарчĕ: «Сергей Андреевич университетăн ăслăлăх енĕпе ĕçлекен проректорĕ пулнă, физикăпа çыхăннă ăслăлăх-тĕпчев лабораторине йĕркеленĕ, унăн ĕçĕсем тĕнче шайĕнче паллă, — терĕ. — Центрта ачасем тĕрлĕ енлĕ аталанĕç, вĕрентекенсем квалицикацие ÿстерĕç».

Çак кунах кунта «Экологири манăн вырăн» ыйтупа анлă калаçу иртрĕ.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас