ЧР Пуçлăхĕ РФ Патшалăх Думин депутачĕпе тĕл пулчĕ

Паян Правительство çуртĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Патшалăх Думин депутачĕпе, аграри ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет членĕпе Иван Лоорпа тĕл пулчĕ.

Тĕлпулăва вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов хутшăнчĕç. Вĕсем тĕрлĕ ыйту тавра калаçрĕç. Иван Лоор Алтай тăрăхĕнчен пулнă май крайра юлашки çулсенче туса ирттернĕ лайăх тĕслĕхсем çинче /ял хуçалăхĕ аталанни, спорт керменĕсем çĕкленни тата ытти те/ чарăнса тăчĕ. Иван Иванович каланă тăрăх, вăл паян ирхине 4 сехетре тăрса Шупашкар хулипе курса çÿренĕ, залива тата Атăл хĕррине çитсе курнă. Хăнана Мускав çыранĕ кăмăла кайнă. Вăл ял-хулана хăтлăлатас, ял хуçалăха аталантарас енĕпе Чăваш Енрен тĕслĕх илмеллине палăртрĕ. Паянах депутат пирĕн республикăри тĕрлĕ хуçалăха çитсе килĕ, Çĕнĕ Шупашкарти теплица комплексĕпе паллашĕ.

Михаил Игнатьев Алтай тăрăхĕнче пĕрре мар пулнă, унта сиплĕ шыв юхнине, спорт инфратытăмĕ аталаннине, канмалли тата сывлăха çирĕплетмелли условисем пуррине, ял тăрăхĕсенче хăтлăх кĕртнине каларĕ.

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ. Автор сăн ÿкерчĕкĕ. 

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас