ЧР Журналистсен союзĕ: 95 çул

Чăваш Республикин Журналистсен союзĕ йĕркеленнĕренпе 95 çул çитрĕ. 1923 çулхи утă уйăхĕнче Журналистсен тата писательсен «Канаш» союзĕ йĕркеленнĕ.

Историксем çирĕплетнĕ тăрăх — Чăваш Енре журналистика XVIII ĕмĕр вĕçĕнче никĕсленнĕ. Ăна пуçарса яракансен йышĕнче Охадер Томеев, Еремей Рожанский, Спиридон Михайлов, Николай Золотницкий, Иван Яковлев, Алексей Рекеев, Никифор Охотников, Иван Юркин публицистсем тата ыттисем пулнă. Чăвашла тухакакан хаçат-журнал пулманран вĕсем хăйсен хайлавĕсене кĕпĕрне хулисенче, çĕршывăн тĕп хулинче кун çути куракан кăларăмсенче вырăсла пичетленĕ.

1899 çулта И.Юркин писатель «Пăлхар» хаçат кăларма хатĕрленнĕ, анчах ăна влаçсем чарнă. Пĕрремĕш революци çулĕсенче çеç правительство «Хыпар» хаçат кăларма ирĕк панă. Вăл Хусанта 1906-1907 çулсенче тухса тăнă. Пĕрремĕш чăваш хаçатне никĕслекенĕ тата унăн пĕрремĕш редакторĕ — Николай Никольский профессор, общество деятелĕ.

Пичет ĕçченĕсем хăйсен интересĕсене хÿтĕлес тата пултарулăх енчен хутшăнса ĕçлес тĕллевпе пĕрлешме тăрăшнă. 1918 çулхи чÿк уйăхĕнче Мускавра совет пичечĕн ĕçченĕсен I с±езчĕ иртнĕ, раштав уйăхĕнче Хусанта Журналистсен союзĕ йĕркеленнĕ. Унăн ертÿлĕхĕн йышне /комитета/ чăвашсен «Канаш» хаçачĕн редакторĕ Александр Лбов кĕнĕ. Чăваш автономине туса хунă хыççăн редакци Шупашкара куçса килнĕ.

1923 çулхи çĕртмен 30 — утă уйăхĕн 1-мĕшĕсенче Шупашкарта пичет ĕçченĕсен пухăвĕ иртнĕ. Унта журналистсемпе писательсен «Канаш» союзне йĕркелеме йышăннă, организаци уставне, ертÿçĕсене çирĕплетнĕ. Союзăн бюро председательне çав çулсенчи паллă патшалăх деятельне Даниил Эльмен /Семенов/ журналиста суйланă, яваплă секретаре «Канаш» хаçат редакторне Николай Золотова лартнă.

1923 çул вĕçленнĕ тĕле «Канаш» союза 40 ытла пичет ĕçченĕ кĕнĕ. Етĕрнере, Канашра, Хĕрлĕ Чутайра, Кавалта пуçламăш организацисем йĕркеленнĕ. Союз пуçарнипе Шупашкарта «Сунтал» /1924/, «Капкăн» /1925/ журналсем, «Çамрăк хресчен» /1925/ хаçат тухма пуçланă, Чăваш радио тусĕсен пĕрлĕхне туса хунă /1925/.

Чăваш Енри Журналистсен союзне тĕрлĕ çулсенче М.С.Семенов /1959-1971/, П.А.Крысин /1971-1984/, Д.Ф.Семенов /1984-1989/, И.П.Кириллов /1989-1990/, А.П.Казанов /1990-1992/ ертсе пынă, 1992 çултанпа союз председателĕ В.П.Комиссаров.

ЧР Журналистсен союзĕн правленийĕ организацие çирĕплетес, журналистсен професси пĕлĕвĕн шайне ÿстерес, вĕсен саккунлă прависемпе интересĕсене хÿтĕлес тĕлĕшпе ĕçлет. Унăн ĕç-хĕлĕнчи тĕп çул-йĕртен пĕри вăл — журналистсен пултарулăхне аталантарма пулăшасси. Редакци ĕçченĕсем валли семинарсем, пресс-конференцисем, «çавра сĕтелсем», тĕп редактор кунĕсем иртеççĕ. Пултарулăх конкурсĕсем журналистсен професси ăсталăхне ÿстерме май параççĕ.

Пирĕн кăларăмсем Раççей тата регион конкурсĕсене хастар хутшăнаççĕ, малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ. ЧР Журнлаистсен союзĕ çулсерен Çемен Элкер, Николай Никольский, Леонид Ильин ячĕллĕ премисен конкурсĕсене йĕркелет. Вун-вун пултаруллă журналист республика премийĕсен лауреачĕсем пулса тăнă.

 

Валерий КОМИССАРОВ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас