Чул çиеле тухмĕ, хăмла путмĕ

30 Ака, 2015

Шупашкарти тивĕçлĕ канури Калерия Альмешкина таçта та ĕлкĕрет: тирпейлÿçĕре ĕçлет, яла çÿрет, мăнукне пăхма пулăшать. Анчах компьютер пĕлменни вăхăтпа тан пыма чăрмантарнине туйса илнĕ вăл. «Кăçал мăнук парта хушшине ларĕ. Хĕр Мускава ĕçлеме кайсан Кирилпа пĕрле урок тумалла пулĕ. Халĕ килти ĕçсене пурнăçлама та Интернет кирлĕ теççĕ», - чунне уçать хĕрарăм. Наци библиотекинче тивĕçлĕ канурисене компьютерпа усă курма вĕрентни çинчен илтнĕ те пĕр уйăхлăх курса çырăннă Калерия Тихоновна.

«Тÿлевсĕр пĕлÿ илес текенсен йышĕ çав тери пысăк. Çавăнпах черет çитиччен çулталăк çурă кĕтме тивет», - ăнлантарать электрон вулав залĕн пуçлăхĕ Наталья Джест. Кашни ушкăнра - 10-шар çын. Вĕсене тĕрлĕ сайта кĕме, çав вăхăтрах патшалăх пулăшăвĕн порталĕпе усă курма вĕрентеççĕ. Унсăр пуçне компьютер урлă тухтăр патне черет йышăнма, тăкаксене саплаштарма, çыру яма меллĕ.

Наталья Федоровна вĕренме килнисене библиотека ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, залсене кĕртсе кăтартрĕ. Малашне çак хĕрарăмсем, вулавăш сайчĕпе усă курма вĕренсен, çакăнти тĕрлĕ мероприятие çитсе курма пултарĕç. Халĕ библиотекăра кĕнеке вулама та, «çавра сĕтелте» тĕрлĕ тытăмри специалистсене ыйту пама та, куравпа паллашма та, кино курма та май пур.

Экскурси вăхăтĕнче патшалăх символĕсен залне кĕрсе тухни нумайлăха асра юлĕ. Унта республика Пуçлăхне йышăнаççĕ. Çамрăксене чи кирлĕ документ - паспорт - параççĕ. Вĕрентекенсем урок йĕркелеме пултараççĕ. Мăшăрлану керменĕнчен тухакан арăмĕпе упăшки патшалăх символĕсен залне кĕрсе тухасси йăлана кĕрсе пырать. Çакăнта кашниех хăй республикăн пĕр пайĕ пулнине ăнланса илни иккĕлентермест.

Чăваш патшалăх символĕсене 23 çул каялла çирĕплетнĕ. 1992 çулта пĕлтернĕ конкурсра вун-вун ĕçрен Элли Юрьев геральдика мэтрĕ хатĕрленĕ ялавпа герба суйласа илнĕ. Çак художникăн символĕсем чăваш халăхĕн хăватне, историне, интересĕсене кăтартаççĕ.

Чăваш Республикин патшалăх ялавĕ сарăпа йĕпкĕн хĕрлĕ тĕслĕ. Сарă - хĕвел çути, вăл пурăнма вăй-хăват парать. Геральдика ăнлантарăвĕнче ылтăн тĕс пуянлăха, ыр кăмăллăха, вăя, шанчăклăха сăнлать. Йĕпкĕн хĕрлĕ тĕс халăх тĕрринче тĕл пулать. Геральдика чĕлхи çак тĕсре хăват, тĕрек, хăюлăх пытарăннине çирĕплетет. Ялаври сарă тĕслĕ анлăш чăвашсем хĕвел айĕнче тупнă вырăна сăнлать. Йĕпкĕн хĕрлĕ тĕс тăван çĕре кăтартать. Унтах «Пурнăç йывăççи» тата «Виçĕ хĕвел» эмблемăсем вырнаçтарнă.

Республика патшалăх гербĕнче те çак тĕссем пур. Ылтăн тĕслĕ хăмлапа çулçисенех илер. «Чул çиеле тухсан, хăмла путма пуçласан пирĕн хушăра ăнлану пулмĕ», - 985 çулта Атăлçи Пăлхарпа тунă килĕшÿре Киев кнеçĕ Владимир çакнашкал каланине кĕртнĕ. Герб щит майлă. Хăю çинче ылтăн сас паллисемпе «Чăваш Республики - Чувашская Республика» тесе çырнă. «Виçĕ хĕвел», «Пурнăç йывăçĕ» эмблемăсем пур.

Гимн - патшалăх суверенитечĕн палли. «Тăван çĕршыв» юрă кĕввине ЧР тата РФ искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Герман Лебедев хывнă, сăввине СССР çыравçисен пĕрлешĕвĕн членĕ Илья Тукташ çырнă. Çакăнти йĕркесем виçĕ çаврăма пĕрлештереççĕ. Çутçанталăк чĕрĕлнине, çемье йышне, пĕр-пĕринпе туслă пурăннине сăнлаççĕ.

Патшалăх символĕсем тăван тăрăха юратма, йăла-йĕркене хисеплеме, чăвашлăха упрама вĕрентеççĕ. Манăн çĕнĕ пĕлĕшсем тавракурăма аталантармашкăн библиотекăна пĕччен мар, мăнукĕсемпе çÿреме пуçласси çинчен каларĕç.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.