«Чуншăн пурăнатпăр»

— Асатте пирĕн хушамат финсенчен пулнă тетчĕ. Хураськин пулмалла пек. Тăвансене шырарăмăр. «Хараськин» тесе çыртарнă иккен вĕсем, çавăнпах йывăрлăх сиксе тухрĕ те, — хăйне евĕр историрен пуçланчĕ калаçу. Çук, шкулти урок мар ку. Комсомольскинче пурăнакан Хораськинсем йăх-несĕлĕпе кăсăкланни, мăн аслашшĕ-асламăшне хисепе хуни.

«Кахал»

Сăмах çăмхи малалла сÿтĕлнĕ май Кĕçĕн Çĕрпел хĕрĕпе Валентина Николаевнăпа Каçал каччи Виталий Семенович хăйсен çемйипе паллаштарма тытăнсан чи малтан çамрăклăхĕ асне килчĕ паллах:

— Патăрьел районĕнчи Йăлăмра Вальăн виççĕмĕш сыпăкри йăмăкĕ пурăнатчĕ. Ун патне хăнана кайнă вăл. Ун чухне эпĕ водительте ĕçлеттĕм. Патăрьелти редакцие хирĕç кафе пурччĕ. Иртсе çÿренĕ май апата чарăнаттăмăр унта. Валя шăпах килне таврăнма тухнă, — пуçларĕ калаçăва кил хуçи.

— Автобуссем сахал çÿреççĕ ун чухне. Çул çине тухма шут тытрăм. Куратăп-ха, пирĕн тăрăхри машинăсем. Анчах водительсем апат çиме кĕчĕç. Таçта каяççĕ-ха тата… Чарăнчĕ хайхи. Пĕр кинемей ларать кабинăра. Ăна кура эпĕ те хăрамасăрах вырнаçрăм. Хирти Выçли хĕрарăмĕ иккен. Чие сутма пынă. Пирĕн пĕр тĕлтех анмалла. Унăн — пĕр, манăн тепĕр еннелле утмалла. Водителĕ вара пирĕн тăрăхалла каятăп тет. Çапла паллашрăмăр та. Çумăр çума пуçларĕ, леçсе ярас тесе… путса ларчĕ, — хутшăнчĕ калаçăва мăшăрĕ.

1976 çул пулнă ку.

— Вальăсен килĕнче телефон пурччĕ. Вĕсен тăрăхне кайма путевка илсенех шăнкăравлаттăм. «Наххал» терĕ мана пĕррехинче амăшĕ. Çулсем иртсен ун чухне мĕншĕн апла каланине ыйтрăм унран: «Наххал мар, кахал тенĕ сана. Çĕрĕн-кунĕн шăнкăравлать, пĕр ĕç шухăшĕ те çук, ялан калаçасшăн тесе шухăшлаттăм», — терĕ.

Строителе вĕренсе тухнă Валентина Николаевна. Малтанах МСОра тăрăшнă, кайран нумай çул районти çурт-йĕр ыйтăвне тимленĕ. Виталий Семенович, сельхозтехникăран салтака кайнăскер, таврăнсан та унтах ĕçе вырнаçнă. Каярах типографире вăй хунă. Хаçат епле тухнин пĕтĕм вăрттăнлăхне шĕкĕлченĕ вăл. Ытти тĕрлĕ ĕçре те тăрăшнă.

1978 çулта çемье çавăрнă Хораськинсем. Нумай-и, сахал-и — 40 çул. Икĕ хĕр çуратса ÿстернĕ. Çемьеллĕ ĕнтĕ вĕсем, кукашшĕпе кукамăшне тăватă мăнукĕ савăнтарать. Çуллахи вăхăта ялта иртереççĕ шăпăрлансем.

Малтан хваттерте пурăннă Хораськинсем, çулсем иртнĕ май Виталий Семеновичăн тĕп килне куçас тенĕ. Пахчара тĕрлĕ улма-çырла, çимĕç çитĕнтереççĕ, кăштах выльăх, хур-кăвакал та усраççĕ халĕ.

Пултарулăх вăрансан…

— Ĕçленĕ чухне вăхăт çав тери çитместчĕ. Халĕ, тивĕçлĕ канăва тухсан, чун ыйтакан киленĕçсемпе аппаланма май пур. Алă ĕçĕ те тăвас килет. Арласси-çыхасси, тĕрлесси малтан та пулнă-ха. Урăхлараххине пуçăнас килчĕ — хушпу-тухья янтăлама вĕрентĕм. Мăшăр та пулăшать: çип тирет, укçа шăтарать. Аппаланса ларатпăр çапла кăмăллăн. Пушă вăхăтра клуба çÿретпĕр, — пултарулăх пирки пуçларăмăр калаçăва Валентина Николаевнăпа.

«Каçал» халăх ансамблĕнче юрлать çемье, халăх театрне те хутшăнать. Виталий Семенович кăçал питех те пĕлтерĕшлĕ ĕç пурнăçланă — Хĕл Мучи пулса районти тĕрлĕ мероприятире ачасене саламланă.

— Ачасем ташлама çÿретчĕç. Вĕсене кĕтнĕ хушăра юрлама май пурччĕ. Концертсене пĕрле хутшăнаттăмăр. Кайран фольклор ансамблĕ йĕркеленчĕ. Ачасем çитĕннĕччĕ пулсан та ĕçрен таврăннă чух çула май та пулин кĕрсе тухаттăм репетицие. Пĕрре хутшăнтăм та пăрахас килмерĕ, — каласа кăтартать Валентина Николаевна.

Виталий Семенович вара артист ăсталăхне нумаях пулмасть çеç туптама пуçланă тесен те юрать. Ара, малтанхи çулсенче кил хуçи ĕçре вăхăт нумай ирттернĕ-çке. Темиçе çул каялла вара халăх театрне çÿреме тытăннă. Хастар арçынна «Каçал ен» ансамбль ертÿçи хăй патне чĕннĕ. Йыхрава йышăннă арçын. «Кай, кай, Ивана» спектакльте Йăкăнат рольне вылянă. «Хораськин тухнă. Хораськин тухнă», — пăшăлтатнă халăх залра. Çак сасă халĕ те арçын асĕнчех.

— Чуншăн пурăнатпăр халĕ. Иккĕн кăна кичем-çке, — теççĕ Хораськинсем.

— Театр пурнăçа урăхларах куçпа хаклама вĕрентет. Пурнăçран илнĕ пулăмсем-çке вĕсем. Фольклорпа туслашни те пурнăçа илем кÿрет. Ирпе тăратăн та юрă сăмахĕсене аса илсе ĕçлетĕн, — пытармасть Валентина Николаевна.

Ылтăн çÿпçе

Калаçу йăх-несĕл тавра пуçланнине малтанах палăртрăм ĕнтĕ. Çемье историе, халăх культурине хисепленине вара авалхи тупрасене типтерлĕн упрани те çирĕплетет. «Çÿпçе» тесен, паллах, чи малтан уйран çÿпçи аса килет. Япала управĕ пирки калаçнă чухне куç умне арча тухать-çке. Асанне-кукамайăн вара япала çÿпçи те пулнă. Шăпах Хораськинсем патĕнче курма тÿр килчĕ те кунашкаллине. Тĕрлĕ пуянлăхпа тулличчĕ вăл: саппунсем, тутăрсем, пир тĕркисем, ал шăллисем, сурпансем…

— «Асанне çÿпçинчен» конкурс хыççăн пуçланчĕ ĕлĕкхи тупрана пухасси. Кукамайăн çÿпçине илсе килтĕм тÿрех. Хуняман та пурччĕ-ха вĕсем, анчах «кирлĕ мар» тесе пăсса пĕтернĕ. Кукамайăнне вара ятарласа кайса илтĕм. Ĕлĕкхи япаласене ăçтан тупăн-ха халĕ? Ак çакă анне кĕпи. Эпĕ ăна майласа тăхăнмалла тăватăп-ха… — питех те сайра тĕл пулакан тупрапа паллаштарчĕ Валентина Николевна. — Кукаçи вăрçа ялтан тухса каякан пĕрремĕш çын пулнă. Анне 11 çулта юлнă унран. Кукамай йывăрлăхра усăнмасăр ачисене пĕчченех çитĕнтернĕ, — каллех историе таврăнатпăр. — Ачасене кăтартма питех те кирлĕ пулĕ. Вĕсене паллаштарас тесен малтан хамăрăн пĕлмелле тата, — питех те тĕрĕс шухăшпа вĕçленчĕ калаçу.

Çемье архивĕнчи тата автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.