"Чуваши" монографие пахаларӗҫ

19 Ака, 2018

Паян Чӑваш патшалӑх гуманитари наукисен институтӗнче "Чуваши" моногрфин презентацине ирттерчӗҫ. Унта Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн органӗсен ертӳҫисем, ученӑйсем, тавра пӗлӳҫӗсем, чӑваш аваллӑхӗпе интересленекенсем хутшӑнчӗҫ. Мероприятие музыка училищин студенчӗсем тури тата анатри чӑвашсен авалхи хӑна юррисемпе илемлетрӗҫ.

"Чуваши" монографи тухни /яваплӑ редакторӗсем - В. Иванов, А. Коростелев, Е. Ягафова/ чӑваш халӑхӗшӗн ҫав тери пӗлтерӗшлӗ, пысӑк пулӑм пулнине палӑртрӗҫ. Ку ӗҫе чӑваш халӑхӗ пуҫланса кайнине ҫӗнӗрен тӗпченисене кӗртнӗ. Республика тулашӗнче пурӑнакан чӑвашсене пысӑк вырӑн уйӑрнӑ. Кӗнекере тӗрлӗ иллюстраци те чылай.

Тӗплӗнрех - "Хыпар" хаҫатӑн черетлӗ кӑларӑмӗнче.

Рубрика: 

Комментари хушас