Çиччĕшĕ çĕнтернĕ

6 Çĕртме, 2017

Федерацин Атăлçи округĕнчи профессиллĕ 45 вĕренÿ организацийĕн 500 ытла студенчĕ вырăс чĕлхин регионсен хушшинчи уçă фестивальне хутшăннă.

Уява вĕсем Тутар, Пушкăрт, Чăваш, Мари Эл республикисенчен, Чулхула, Саратов, Пенза облаçĕсенчен тата Пермь крайĕнчен пынă. 10 номинацире 10 çĕнтерÿçе тата 22 призера палăртнă. Вăл шутра 7 çĕнтерÿçĕ тата 14 призер — Чăваш Енрен. Жюри членĕсене студентсем фестивале тĕплĕн хатĕрленни, конкурс ĕçĕсене пысăк пахалăхпа пурнăçлани, хăйсен шухăшне пурне те ăнланмалла лайăх уçса пани килĕшнĕ. Фестивале çĕршыври халăхсен туслăхне çирĕплетес тĕллевпе йĕркеленĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.