Цифра подстанцийĕпе паллаштарчĕç

28 Çĕртме, 2019

Паян Шупашкарти электроаппарат заводĕнче «Север» мобильлĕ цифра подстанцийĕн пĕрремĕш проекчĕн презентацийĕ иртрĕ. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ.
Çакнашкал проект Раççей Федерацийĕнче пĕрремĕш хут пурнăçа кĕрет, вăл — нефтьпе газ отраслĕ валли. Цифра подстанцине Çурçĕрти кăткăс климат условийĕсенче ĕçлемешкĕн ятарласа хатĕрленĕ. Заводăн генеральнăй директорĕ Роман Никулин çĕнĕ йышши подстанци уйрăмлăхĕсем пирки каласа кăтартрĕ. Унпа халех ĕçлеме юранине палăртрĕ.
Михаил Игнатьев çак проекта пурнăçа кĕртме хутшăннă специалистсене тав турĕ. Подстанци йăлтах хамăр çĕршывра туса кăларнă япаласемпе детальсенчен тăнине палăртрĕ. Цифра технологийĕсене ĕçе кĕртни «Цифра экономики» наци проектне пурнăçламалли тĕп тĕллевсенчен пĕри пулнине аса илтерчĕ.

 

Рубрика: 

Комментари хушас

Новости по теме