Цифра технологийĕсем ăнăçлă професси суйлама пулăшĕç

24 Кăрлач, 2020

Кăрлачăн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренӳпе çамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов Канашри транспортпа энергетика техникумĕнче пулнă. Вăл çак вĕренӳ учрежденийĕ «Транснефть» акционерсен обществипе ĕçленин тĕп юхăмĕсемпе, вĕрентĕве цифрăлассипе, çавăн пекех «Вĕрентӳ» наци проектне пурнăçласси мĕнле пынипе кăсăкланнă.

Чи малтанах техникумăн çĕнĕ корпусне çĕклени савăнтарать. 200 вĕренӳ вырăнĕллĕ корпусра теори вĕренĕвĕн 7 кабинечĕ тата нефте пăрăх тăрăх куçарассин профессийĕсемпе практика ĕçĕ ирттермелли вырăн уйăрнă.

Министр студентсен вĕренĕвĕн пахалăхне цифра технологийĕсемпе тата пĕлĕве тĕрĕслесе тăнипе ӳстернин пĕлтерĕшне палăртнă.

Сергей Кудряшов çавăн пекех «Вĕрентӳ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн йĕркеленĕ мастерскойсемпе паллашнă. Вĕренӳ хатĕрĕ çĕнĕ профессисемпе специальноçсене /уйрăмах ТОП-50 списока лекнисене/ алла илме пулăшнине асăннă.

Ĕçлĕ тĕл пулу вăхăтĕнче вĕренӳ организацийĕн малашнехи аталану çул-йĕрне сӳтсе явнă, вĕренӳ базине ăнăçлă пурнăçлас, «Çамрăк профессионалсем» (World Skills Russia) юхăмăн тата экзамен кăтартăвĕсене ӳстерес ыйтусем лартнă.

www.hypar.ru

Лариса ПЕТРОВА.

Рубрика: 

Комментари хушас