Цикламен

30 Ака, 2015

Цикламен - кĕркунне-хĕлле çеçке çуракан чечексенчен пĕри. Цикламен çулçисем 15 см яхăн, чĕре евĕрлĕрех. Çулçăсем тĕксĕмрех симĕс тĕслĕ, çулçă шăнăрĕ тавра шурăрах е кĕмĕл тĕслĕрех эрешсем. Цикламен вăрах вăхăт чечекре ларать. Çурас вăхăт - ноябрь-март уйăхĕсем. Чечек тымарĕнчен /кăшман евĕр вăл/ тÿрех çĕкленекен вăрăм туна çинче япшар çеçкеллĕ чечексем куçа илĕртеççĕ. Цикламенăн чечекĕсем шурă, кĕрен, хĕрлĕ тата икĕ тĕслĕ те пулаççĕ.

Темиçе çул каялла çак чечеке специалистсем çеç ĕрчетме пултаратчĕç. Селекционерсем F1 гибрид туса кăларнăранпа цикламена вăрăран çитĕнтересси чечек юратаканшăн кăткăсах мар. Персидски цикламен, тĕслĕхрен, питĕ йышлăн çеçкеленсе вăрах вăхăт чечекçĕне савăнтарать.

Çак чечек çутçанталăкра 3-4 уйăх хушши çеç çĕр çийĕнче ешерет, ытти вăхăтра - 7 уйăх - çĕр айĕнчи кăшманĕ тĕлĕрет. Чечек активлăхĕ сивĕ тапхăрта иртет. Юр ÿкмен ăшă çĕрсенче ирĕкри цикламен январь-февраль уйăхĕсенче чечекленет. Юр ÿкекен çĕрсенче цикламенсем икĕ тапхăрпа çеçке çураççĕ. Хăшĕсем - çуркунне /март-апрель/, теприсем - кĕркунне /август-сентябрь/.

Цикламен туяннă чухне мĕн пĕлмелле-ха. Кăшман туяннă чухне вăл йывăр та яка пултăр. Кăшманăн çиелти енче пĕчĕк папкасем пулмалла. Пÿлĕмри чечексем хăçан çеçке çурасси ытларах ăна мĕнле пăхнинчен килет.

Цикламенăн тăван çĕршывĕ - Вăтаçĕр тăрăхĕ, Испанирен пуçласа Ирана çити тата çурçĕр хĕвелтухăç Африка. Цикламен вăрманлă çĕрсенче ÿсет. Çавăнпах килте çитĕнекен цикламена та çулла хĕвел пайăрки тÿррĕн ÿкесрен сыхламалла, çутă çĕрте тюль хыçне лартма юрать.

Цикламен типĕ те çиллĕ вырăна юратмасть - пĕтме пултарать. 14-16 градус ăшăра аван туять. Кун пек çĕрте цикламен сире 3-4 эрне хăйĕн илемĕпе савăнтарĕ. Чечеке лартмалли тăпрана вăрманти евĕрлĕрех хатĕрлемелле. Çулçă тăприне, хăйăра, торфа пĕр пек виçепе илмелле.

Цикламен ÿсекен пÿлĕмре сывлăш температури 15 градуса яхăн пулсан ăна çиелтен шывпа пĕрĕхме кирлех мар. Чечеке асăрханса шăвармалла. Чÿлмек тĕпне чул хумалла, тăпрана тултармалла, шыва чÿлмек тĕпне çеç ямалла, чечек нÿрĕке дренаж шăтăкĕсенчен сăхтăр тесе тăпрана чÿлмек тĕпĕнчен вертикальлĕ шнур хумалла. Цикламен ÿсекен тăпрана хытă нÿрлетме юрамасть, кăшман "хÿререн" çĕрме пуçлать.

Цикламена килте вăрăран тата пĕчĕк кăшмансенчен ĕрчетме пулать. Енчен те авăн уйăхĕ тĕлне цикламенăн пĕчĕкçĕ кăшманĕ ÿссе ларсассăн ăна урăх куршака тăрри çеç курăнмалла лартмалла. Куçарса лартнă хыççăн нумай шăварма юрамасть. Декабрь тĕлнелле çулçăсем тухсан, чечек тунисем хăпарма тытăнсан çамрăк цикламена тутлăхлă япаласемпе шăвармалла. Чечек çеçке çурма пăрахнă хыççăн ăна тутлăхлă япаласемпе шăвармалла мар. Цикламен канать. Çак вăхăтра ăна сайра шăвармалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.