Çимĕкре курăк сиплĕхĕ çичĕ хут ÿсет

6 Çĕртме, 2014

Çимĕк... çитмĕл те çичĕ курăк, çитмĕл те çичĕ çулçă, çитмĕл те çичĕ тымар уявĕ... Çимĕкрен çу вăй илет, вăйă-кулă, савăнăç вăхăчĕ пуçланать. Çимĕкре кашни çынна чун-чĕри çуралнă тăрăхăлла туртать. Хăйĕн «пĕчĕк çĕр-шывне» çулталăкĕпех ура ярса пусман çын та тÿссе тăраймасть, хыпалансах çула тухать. Ĕлккен çак праçникре чăвашсем авалтан кил-çурта, хапхана пилеш, вĕрене тураттисемпе капăрлатнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче вара хурăна та, çăкана та тиркеместчĕç. Çимĕк кунне арçынсем ир-ирех вăрмана кайса турат касса килетчĕç. Килĕшетчĕ çак йăла-йĕрке, çут çанталăкпа çывăх пулнăн туйăнатчĕ. Шел те, çулсем иртнĕçемĕн манăçрĕ хитре çак йăла. Сăнатăп та - çынсем халĕ вăрмана та сахалрах çÿреме тытăнчĕç. Канма кăна, шашлăк пĕçерме каяççĕ. Курăк пуçтарасси тĕлли-палли те çук. Йывăç лартасси те хистенипе кăна пулса пырать. Çапла, самана улшăнать, этем те ылмашать.

Тĕплĕнрех - Роза Власовăн шăмат кунхи номерте пичетленнĕ материалĕнче.

Рубрика: 
Теги: