Çирĕп ыйтнин витĕмĕ пур

27 Раштав, 2014

«Республикăра паракан пĕтĕм шалура вăрттăн тÿлевсен тÿпи мĕн чухлĕ-ши?» - çапла ыйтрĕ ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев суд приставĕсенчен тата ытти ведомство ертÿçисенчен. Шел те, уçăмлă хурав илтеймерĕ. Сăмах бухгалтери шутлавне кĕмен, çынсене конвертпа тыттарнă укçа пирки пырать. Çавнашкал тĕслĕх тупса палăртман иккен. Анчах сас-хура çÿрет-çке. Тĕрĕслевçĕсене: «Мана ĕç укçине конвертпа тыттарчĕç», - тесе кам пырса евитлĕ?

Бюджета кĕрекен тупăша ÿстерес, ĕç укçи вăхăтра тата туллин тÿлес ыйтусемпе ĕçлекен ведомствăсен хушшинчи комисси ларăвĕнче çулталăк кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç. РФ Налук службин Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Никина каланинче ырри те, шухăша яраканни те пулчĕ. Уйрăм çынсенчен налук /НДФЛ/ пухасси кăштах уксахлать. Кăçалхи 11 уйăхра республика тата муниципалитет хыснине НДФЛ статйипе 9 млрд тенкĕ ытла пырса кĕнĕ. Ĕç укçи ÿсĕмĕ 109 процентпа танлашнă, çав вăхăтрах налук пухассин вăл пĕчĕкрех. «Кăтартăва пысăк предприятисем пăсаççĕ. Калăпăр, «Трактор завочĕсем» концерн налук вăхăтра куçарнă пулсан пăшăрханмăттăмăр. Кăçалхи пĕрремĕш квартал парăмĕпе татăлчĕç-ха, ытти уйăхшăн куçарман. Ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне парăм 329,9 млн тенкĕччĕ, халĕ ытларах та кайрĕ», - терĕ Ольга Михайловна.

Правительство ертÿçи Иван Моторин унăн шухăшне малалла тăсрĕ: «Пилĕк çул пĕр япала çинченех калаçатпăр. Ăнланмалла, коллектива çăмăл мар паян, йывăрлăхран тухмалли çул-йĕр шыраççĕ. Кăçал концерн çĕнĕ кредитсемсĕр хăй ĕçлесе илнипе пурăнма хăнăхнине кăтартса пачĕ. Налуксен йывăр çĕклемĕ килес çула куçни пĕртте йĕркеллĕ мар ĕнтĕ».

Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Хĕрлĕ Чутай, Шăмăршă районĕсен администраци пуçлăхĕсене ларăва ахальтен чĕнмен. Муниципалитет пуçлăхĕсен пуриншĕн явап тытма тивет. Айăпа хăйсем çинчен сирмерĕç. Туса çитерейменнине çулталăк вĕçлениччен тÿрлетме шантараççĕ. Çапах ку премьер-министра тивĕçтермерĕ: «Ĕçлетпĕр тени çырлахтармасть пире, уçăмлă цифра асăнăр. Хăш ялхуçалăх предприятине е организацие чĕнсе калаçмаллине сирĕнтен кам лайăхрах пĕлтĕр? Тырăпа какай, сĕт сутнипе тупăш кĕрет. Хускалччăр, чупкалаччăр. Çĕнĕ çул алăкран шаккать, тăвансем!»

Никина ăнлантарнă тăрăх - налук тÿлевĕсемпе пĕтĕмĕшле тĕрĕслевсем ирттерни парăмсене татма хистет. Пĕр-пĕр предприятие НДФЛ статйипе тĕрĕслени сайра. Финанс лару-тăрăвĕ çав тери çивĕчленсен ирĕксĕрех çавнашкал тĕрĕслев йĕркелеççĕ. Ĕç-пуçа япăхтарса янисене административлă майпа айăпланă е материалсене суда çитернĕ тĕслĕх темиçе те.

ЧР Пенси фончĕн уйрăмĕн управляющийĕн заместителĕ Ирина Коннова кăçал япăх мар ĕçленине палăртрĕ. Чи пĕчĕк ĕç укçинчен катăкрах шалу тÿлекен предприятисен шучĕ чакни - ырă пулăм. Ку енĕпе ĕçлемелли пайтах-ха. 2579 организаципе уйрăм çын предприятийĕ сахал укçа тÿлевĕн списокне кĕнĕ. Апла хăшĕ-пĕри налукран пăрăнмалли çул çине тăман-ши? Пĕтĕмĕшле налук ÿснĕ тапхăрта чееленес шухăшлисем тупăнасса кĕтсех тăр.

Кăçалхи декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра ĕç укçи парăмĕ 65.526 пин тенкĕпе танлашнă. 30 предприяти çинче «çакăнса» тăрать çав укçа. Çулталăк вĕçлениччен çынсемпе пĕтĕмпех татăласси иккĕленÿллĕ. ЧР Патшалăх ĕçлев инспекцийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Раиса Павлова укçа вăхăтра тÿлемен пуçлăхсенчен 13206 пин тенкĕ штраф шыраса илнине асăнчĕ. Çирĕп ыйтнин витĕмĕ пур.

Суд приставĕсен ертÿçин заместительне Евгений Макарова вара пирĕн тăрăхра парăмран тухайман ют предприятисем регистрациленни хумхантарать. Нумай пулмасть Тутарстанран кунта куçнă икĕ фирма парăмĕ 100 млн ытла тенкĕлĕх. Çука юлнă, çап-çара предприятисене хамăр йыша илни лару-тăрăва пушшех кăткăслатать. Малашне унашкаллисемпе тимлĕрех пулмаллине аса илтерчĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. «Кивĕ парăм кутамккиллĕ хуçана Çĕнĕ çулта сума сумаççĕ», - тесе пĕтĕмлетрĕ вăл калаçăва.

Ытарлă каласан тÿлевсене хăвăртлатассипе хăшне-пĕрне пушăпа хĕртсе илни пăсмĕ, ыттисене премĕк тивĕçĕ.

Сăмах май, «Трактор завочĕсем» концерн шăпине ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев предприяти ертÿçисемпе уйрăммăн сÿтсе явасси çинчен пĕлтерчĕ.

Вячеслав ГРИГОРЬЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.