Çитменлĕхсем пур. Вĕсене пĕтермеллех…

29 Пуш, 2018

«Пурне те, пурне те! Пушар! Часрах пÿлĕмсене пушатăр!» — тесе пĕлтерчĕç пулин те тăваттăмĕшпе пиллĕкмĕш хутсенче вăй хуракансем ĕç вырăнĕсенчен тухма васкамарĕç… «Мĕн туса ларатăр, тухăр часрах», - тесе тĕрĕслевçĕсем алăксене уçа-уçа ваксатсан çеç пальтовĕсене йăтса мĕкĕлтеткелесе тухрĕç, саппас алăк патнелле утрĕç. Телее, паян Çĕнĕ Шупашкарти «Орион» йăла çуртĕнче пушар тухман. Химиксен хулин прокурăрĕн çумĕпе Альберт Петровпа Çĕнĕ Шупашкарти надзор ĕç-хĕлĕн пуçлăхĕ Николай Миронов халăх йышлă пухăнакан суту-илÿ çуртĕсенче пушар хăрушсăрлăхне епле пăхăннине тĕрĕслеслерĕç.

«Орион» маларах, совет тапхăрĕнче, йăла çурчĕ кăна пулнă. Халĕ вара кунта суту-илĕ вырăнĕсене те йĕркеленĕ. 

Тĕрĕслевçĕсем халăха пушар тухнине пĕлтерекен тытăм епле ĕçленине пăхрĕç. Ку çуртра синкер пулнине халăха систерме кашни хута çитсе ятарлă кнопкăна пусмалла-мĕн. 5-мĕш хутра сигнал пулсан 1-мĕш хутри администраторăн çÿлти хута васкавлăн çитмелле, ыттисене пĕлтермелле. Апла пулин те вăл васкани курăнмарĕ, 5-мĕш хута хăпармарĕ. Администратор патне антăмăр — вăл ним пулман пекех ларать, 5-мĕш хутра халăха пушар тухни пирки пĕлтерекен тытăм ĕçлесе кайнине пĕлмест те… Тĕрĕслевçĕсене иккĕмĕш хута хăпармалли пусма айĕнче суту-илÿ ларекне вырнаçтарни те килĕшмерĕ. Кун пирки вĕсем пуçлăхсене асăрхаттарчĕç. Ку çуртра халăха кăлармалли хушма алăксем пур. Унта илсе çитерекен коридорсем ансăр мар. Путвала та, унта вырнаçнă саунăсене те кĕрсе пăхăрĕç, тĕп электрощитне те тĕрĕслерĕç. Паллах, тĕрлĕ кăлтăк тупса палăртрĕç. Калăпăр, алăксем кирлĕ пек мар. Путвалта сигнализаци ĕçлет, анчах пушар тухни çинчен пĕлтерекен тытăм /система/ çук.

«Çĕнĕ Шупашкар прокуратури те суту-илĕпе кану центрĕсене тĕрĕслет. Паян акă, ятарлă специалиста явăçтарса «Орион» йăла çуртне тĕрĕслерĕмĕр. Прокуратура пушар хăрушсăрлăхне пăхăнман пысăк çитменлĕхсене тупса палăртсан учреждени хуçисене çирĕп явап тыттарма та пултарать», - ăнлантарчĕ Çĕнĕ Шупашкар хулин прокурорĕн çумĕ Альберт Петров. 
 

Теги: 

Комментари хушас