Чăваш Енĕн çуралнă кунне Красноярскра та уявланă

Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче тăван республикăмăр хăйĕн черетлĕ çуралнă кунне шавлăн та савăнăçлăн паллă турĕ. Çав вăхăтрах Красноярск тăрăхĕнчи йăхташăмăрсем те Чăваш Енпе пĕрле савăннă. Пĕр кĕрекере, пĕр уявра мар пулин те чунпа вĕсем тăван тăрăхпа пулнине палăртас тенĕ. Вырăнти хастарсем хăйсен ачисемпе тата мăнукĕсемпе пуçтарăнса Республика кунне уявланă.

Красноярск крайĕнчи хастарсем пĕлтернĕ тăрăх, мероприятие «этнокультура çыхăнăвне тытса тăрас тĕллевпе» йĕркеленĕ. Аякри йăхташăмăрсене вăл тăрăхри тÿре-шара, наципе культура пĕрлешĕвĕн представителĕсем саламланă.

Чăвашсен «Юманлăх», «Çеçпĕл» ансамблĕсем, çавăн пекех Александр Степанов нумаях пулмасть йĕркеленĕ çамрăксен ушкăнĕ хйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă. Уяв каçĕнче тăван халăхăмăрăн культурипе тата йăли-йĕркипе те паллаштарнă.

 

 

Вера ТИТОВА. Г. ХРАМОВ сăн ÿкерчĕкĕ.

1 Comment

Комментари хушас